http://library.signasoftware.com/

Районнй конкурс семейных гербов

 Ҫемье гербӗсен

районти конкурсне иртермелли йĕрке


1. Ҫемье гербӗсен районти конкурсне (малалла – Конкурс) Красноармейскинчи тĕп библиотека Чӑваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрӑмĕн ĕҫ планĕпе килĕшӳллĕн ирттерет.


2. Конкурсăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем:

Ҫемье гербӗсен районти конкурсне Красноармейски районӗнче 2016 ҫулта паллӑ тӑвакан Элли Юрьев çулталăкне халалласа иртереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем:

- геральдика никӗсӗсемпе паллашасси;

- ҫамрӑксем хушшинче ҫемье гербӗсене туса хурассине сарасси ;

- ҫемье историне тӗпчесси;

- ҫемьери йӑла- йӗркене упрасси, унпа мӑнаҫланса воспитани парасси;

- пултаруллӑ ҫынсене тупса палӑртса, малалла аталантарасси.


3. Конкурса йĕркелекенсем

- Красноармейскинчи тĕп библиотекӑпа Чӑваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрӑмĕ йĕркелесе ирттереҫҫĕ;

- Конкурс ҫинчен информацине райхаҫатра пичетлеҫҫĕ;

- Конкурс материалĕсене йышӑнаҫҫĕ;

- Конкурс комиссийĕн ĕҫне йĕркелеҫҫĕ.


4. Конкурса хутшăнакансем

Конкурса Красноармейски районĕнчи шкулсенчи 11 çултан аслăрах вĕренекенсемпе районта пурăнакан çынсем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса хутшӑнакансен ушкӑнĕсем:


5. Конкурса хутшăнас йĕрке

23-мĕшĕччен тӑратмалла;

ҫырса кӑтартнине хумалла (тӗссемпе ӳкерчӗксен элеменчӗсене кӑтартмалла). Геральдика никӗсӗсене пӗлнине, творчествӑлла шыравпа илемлӗх шайне ырлаҫҫӗ. Ҫемье гербӗн историне ҫырса кӑтартма пултаратӑр.

ҫакна кӑтартмалла: хушамат, ят, ашшĕ ячĕ; миçе çулта; класс, вĕренÿ çурчĕн ячĕ, телефон.


Ĕçсене хакламалли виçесем:

- гербсем геральдика нормине пӑхӑнни;

- герб пирки ҫырса кӑтартни (девизӗ тата ы. т.);

- оригиналлӑх, традицилле мар технологисемпе усӑ курни;

- пултарулӑх ӗҫне эстетика тӗлӗшӗпе йӗркелени.


Ҫемье гербӗсене районти тӗп библиотекӑра йышӑнаҫҫӗ.


6. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

· Пĕтĕмлетÿсемпе çӗнтерÿçĕсене чысласси районти ҫулсеренех ирттерекен акатуйра иртет.


· Конкурса тăратнă ĕçсене жюри членĕсем хаклаççĕ:

  1. Кривошеев Николай Витальевич, Трак вӑтам шкулӑн вӗрентекенӗ;

  2. Казаков Александр Анатольевич, районти культура ҫурчӗн художник-оформителӗ;

  3. Алексеев Сергей Леонидович, районти искусство шкулӗн вӗрентекенӗ;

  4. Григорьева Наталия Львовна, районти библиотекӑсен ситемин ертӳҫи.

· Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, ыттисене - тав ҫырӑвĕсемпе чыслаççĕ.

· Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсенчен районти акатуйра курав йӗркелеҫҫӗ.

Ыйтса пӗлмелли телефон для справок: 2-22-63 – тӗп библиотека

Адрес: 429620, Чӑваш Республики, Красноармейски сали, Васильев урамӗ, 2 –мӗш ҫурт;