http://library.signasoftware.com/
Чӑвашсен илемлӗ литературине аталантарнӑ ҫӗрте Трак енре ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑсем те хӑйсен тӳпине хывнӑ, хываҫҫӗ те.
Революцичченхи чӑваш поэзийӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ Тарас Кириллов ячӗ паянхи кун та манӑҫмасть. Ӑна эпир хамӑр районтан тухнӑ чи малтанхи поэт тесе шутлатпӑр. Вӑл – Ҫеҫмертен.
Вӑтӑрмӗш ҫулсенче Ҫӗньял Упири Марк Аттайпа Янкасри Нестер Янкас ячӗ уйрӑмах палӑрма пуҫланӑ. Пӗри вӑрҫӑра вилнӗ. Тепри, синкерлӗ самана серепине лекнӗскер, кӗске ӗмӗрӗнчех сӑвӑ кӗнекисем 10 калӑплама ӗлкӗрнӗ, калавсем ҫырнӑ.
Каярахпа чӑваш хаҫат-журналӗсенче Ҫирӗклӗри Мӗтри Ваҫлейӗпе Михаил Юрьев-Нямань сӑввисем тӑтӑшах пичетленме тытӑннӑ. Вӗсен хайлавӗсене чӑваш литературин хрестоматийӗсене кӗртнӗ.
Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи умӗн Шывпуҫӗнчи Василий Васькин, Кӗрекаҫри Филипп Андреев тата Еншикри Вархуш Энжей сӑвви-калавӗсем кун ҫути курнӑ. Ф. Андреев халӗ те пурӑнать, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ.Унсӑр пуҫне Ҫӗньял Шетмӗри Супӗнкке Иллипе Шупуҫӗнчи Василий Тоймак ячӗсене те асӑнса хӑвармалла, вӗсем те пирӗн ватӑ ҫыравҫӑсен шутне кӗреҫҫӗ.
Аллӑмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Еншикри Юрий Петров-Вирьял «Ялав» журналта пӗрремӗш сӑввисене пичетлет. Пайсупинри Владимир Харитонов райхаҫатран республикӑри хаҫатсен шайӗнче сӑвӑсем кӑларать. Вӗсен пултарулӑхӗпе хавхаланса тата хӑйсен таланчӗсене кура Кайри Карӑкри Геннадий Трофимов-Юмартпа Танӑшри Юрий Сементер малтанхи утӑмсем тӑваҫҫӗ. Ҫак икӗ поэт паян та литература лаҫҫинче хӗм кӑларсах тӑрӑшаҫҫӗ. Иккӗшӗ те - культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем. Ҫӗнӗ ӗмӗре вара Юрий Сементер «Чӑваш халӑх поэчӗ» ятпа кӗчӗ, вӑл вӑтӑр ҫул ытла «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗнче тӑрӑшнӑ.
Паллӑ прозаиксенчен ентеш-ҫыравҫӑсем хушшинче Анаткасри Прохор Трофимов малти вырӑнта тӑрать. Унӑн творчествинче – вӑрҫӑ тематикипе ҫырнӑ произведенисем. Ҫавӑн пекех Пайсупинри Порфирий Егоровпа Анат Кушарти Зоя Нестерова хӗрӗх ҫул ытла тӑван литература каҫалӑкӗнче вӑй хунӑ.
Питӗ шел, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, ентеш-ҫыравҫӑсенчен чылайӑшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Акӑ, ҫитмӗлмӗш-сакӑрвуннӑмӗш ҫулсенче анлӑ ҫунат сарнӑ поэтсене – Кивӗ Йӗкӗтри Борис Романовпа Янкасри Вениамин Пехиле ниепле те асӑнмасӑр иртме ҫук.
Хальхи вӑхӑтра ӗҫлесе пурӑнакан литераторсенчен, ҫулӗсемпе ватти-ҫамрӑккине шута илсе, Писательсен Союзӗнче тӑракансенчен прозаиксем: Филипп Андреев, Дмитрий Александров (Нимӗчкасси), Николай Янгер (Янкас), Константин Шачкин (Именкасси), Ӑҫан Уҫӑпӗ (Санькасси), Исмай Исемпек (Кӗҫӗн Чуллӑ), Эдисон Патмар (Яманак), поэтсем: Геннадий Юмарт (Кайри Карӑк), Юрий Сементер (Танӑш), Николай Карай (Карай), Леонид Антонов (Красноармейски), Петӗр Яккусен (Упаҫырма), Александр Пӑртта (Туҫи Чуракасси).
Пирӗн тӑрӑхри сӑвӑ-калав калӑплама ӑсталӑх ҫитерекен ҫыравҫӑсем татах та йышлӑ. Нумайӑшӗ республикӑри хаҫат-журналсенче тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ. Ҫитмӗлмӗш ҫулсенче районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат ҫумӗнче «Ҫавал хумӗсем» литература пӗрлешӗвӗ йӗркеленнӗ. 1989 ҫулта вара литературӑпа искусствӑна юратакансем Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхе чамӑртаннӑ. Паянхи куна эпир унӑн паллӑрах ҫыравҫисенчен ҫаксене асӑнма пултаратпӑр: Шетмӗ Михали ( Кӗҫӗн Шетмӗ), Георгий Тусли (Пайсупин), Валентина Рудникова, Гурий Дубров, Татьяна Борисова, Клавдия Васильева-Тукайӑкӗ (Красноармейски), Галина Яковлева-Ҫуткӳл (Кушкӑ) тата ыттисем те.
Ҫапла куратпӑр эпир Трак ен ҫыравҫисен сахал мар йышне чӑваш литературинче. Ку таранччен вӗсенчен нумайӑшне М. Юрьев, П. Афанасьев чӑваш писателӗсен биографиллӗ кӗнекине, П. Ялкир – чӑваш литературин энциклопедине, Ю. Листопад (Ҫирӗклӗ) – псевдонимсемпе ҫыракансен справочникне кӗртнӗ. Красноармейскинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсем пухса хатӗрленӗ ҫак справочник вара Ҫавалпа Шетмӗ хутлӑхӗнчи паллӑрах мӗн пур ҫыравҫӑсемпе паллаштарать. Пархатарлӑ ӗҫшӗн вӗсем тав сӑмахне тивӗҫлӗ.
Николай Ершов-Янкер,
районти Нестер Янкас ячӗллӗ
литературӑпа искусство
тата культура пӗрлӗхӗн
Хисеплӗ ертӳҫи