1919 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кĕрекаç ялĕнче çуралнă. Мамҫари пуҫламӑш, Упири кĕҫĕн вӑтам шкулĕсенче, Ҫĕрпӳри педтехникумра, Шупашкарти учительсем хатĕрлекен институтра вĕреннĕ. 1939-1946 ҫулсенче Инҫет Хĕвел тухӑҫĕнче хĕсметре тӑнӑ. Яппун милитарисчĕсене хирĕç вăрçа хутшăннă. Вăрçă хыççăн нумай çул хушши шкулта вăй хунă. Ялта шкулта ĕçленĕ чухне халăх юрри-такмакне пухнă. ЧР тата РФ Писателĕсен союзĕсен членĕ (1994).
Сăввисемпе поэмисем, калавĕсем республикӑри хаçат- журналсенче тата райхаҫатра пичетленеҫҫӗ. Пичетленнĕ кĕнекисем: «Тухăçри тапă» (повесть); «Шкул сачĕ» (1963); «Чĕмпĕр çути» (1980); «Тухăçран хăпарать шурăмпуç» (1993) тата ыттисем.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Андреев Ф. Сакăлталлă пурнăç çулĕпе : аса илÿ / Ф. Андреев // Тăван Атăл. – 2001. – № 1. – С. 91-95.
Андреев Ф. Ӗмӗр вӑрӑм мӗне кирлӗ… / Ф. Андреев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 4 юпа.
Васильев Н. Ентеш-ҫыравҫӑна сума суса / Н. Васильев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2009. – 13 чӳк.
Германова Р. Турри мӗн чухлӗ панӑ - пурӑнасчӗ тетпӗр / Р. Германова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2009. – 13 чӳк.
Икĕ ĕмĕр çыннин кăмăл туртăмĕ // Хыпар. – 2004. – 31 çурла.
Тусли Г. Кӗрекаҫри писатель / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1994. – 17 авӑн.
Тусли Г. Утмӑл ҫула яхӑн творчество лаҫҫинче / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2009. – 13 юпа.
Улхаш В. Улма ани умĕнчи диалог / В. Улхаш // Ялав. – 1999. – № 10. – С. 99-100.
Янгер Н. Ентешӗн ҫӗнӗ романӗ / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2007. – 31 утӑ.
Янгер Н. Филипп Андреев писатель 85 ҫул тултарчӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2004. – 3 авӑн.
Андреев Филипп Андреевич // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 17.
Афанасьев П. Андреев Филипп Андреевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 29.
Станьял В. П. Андреев Филипп Андреевич / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1: А-Е. – С. 26.
Ялгир П. Андреев Филипп Андреевич // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 12.