http://library.signasoftware.com/

ӐСАН УҪӐПĔ (Алексеев )Осип Алексеевич

aja.jpg1944 ҫулхи нарӑс уйӑхĕн 3-мĕшĕнче Санькасси ялĕнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Шуркари ҫичĕ класлӑ тата Ҫĕрпӳ районĕнчи Чурачӑкри вӑтам шкулсенче вĕреннĕ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтĕнче, университетĕнче аслӑ пĕлӳ илнĕ. Тĕрлĕ ҫулсенче Вӑрмар районĕнчи Кĕлкешри вӑтам шкулта, Ҫĕрпӳ районĕнчи «Октябрь ҫулĕ» хаҫатра пай пуҫлӑхĕн ҫумĕнче, Шупашкарти агрегат завочĕн «Рабочая жизнь» хаҫат редакторĕн ҫумĕнче, чӑлхапа трикотаж фабрикин «Трикотажница» хаҫат редакторĕнче, республикӑри «Коммунизм ялавĕ» (Хыпар) хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ ҫумĕнче, «Ҫилҫунат» журналӑн яваплӑ секретарĕнче вӑй хунӑ.
ЧР журналистсен (1974) тата РФ писательсен (1998) союзĕсен членĕ, К. Иванов ячĕллĕ патшалӑх, Н. Янкас, П. Маркин ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ.
Шӳтпе кулӑш жанрĕнче ӑнӑҫлӑ ĕҫлет. Унӑн паллӑрах кĕнекисем: «Чăваш вăрманĕ» (1996, 2001), «Ăсан Уçăпĕ сунарçă» (1996, 2004), «Савнӑ ялӑм, тӑван ялӑм Санькасси» (1999), «Сатурн çинчи ăсан» (2000), «Крепче за баранку держись, шофер…» (2001), «Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç» (2004), «Ăсан Уçăпĕ сунарçă курни-илтни» (2006), «Вǎйǎран – вǎкǎр» (2008), «Чǎваш вǎрманě - Чувашский лес» (2009), «Тĕлĕкре те пирĕнпех…» (2014).

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Ершов Н. Ӑсан Уҫӑпне пурте пӗлеҫҫӗ / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2014. – 11 нарӑс.
Ефимов Г. Санькассинчи ҫыравҫӑ / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2004. – 5 нарӑс.
Казанов, А. Кашни йěрки ǎш пиллě... / А. Казанов // Хыпар. – 2008. – 16 нарǎс. – С. 6.
Казанов А. Ырă чунлă пултарулăх / Аркадий Казанов // Тăван Атăл. – 2004. – №2. – С. 44-46
Казанов, А. Ырришěн – ырǎ кǎмǎлпа / Аркадий Казанов // Çамрǎксен хаçачě. – 2009. – 30 ака (№ 16). – С. 11.
Макин А. Ҫӗнӗ кӗнекесем кӗтетпӗр /А. Макин // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1997. – 8 нарӑс.
Михайлов А. Хаклӑ мерчен / А. Михайлов // Ялав. – 1996. - №12. – С.96.
Станьял В. Санькасси ҫыравҫи / В. Станьял // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2012. – 16 юпа.
Юрату А. «Чăваш вăрманĕ» кĕнеке пичетленсе тухрĕ / Альбина Юрату // Хыпар. – 2001. – 26 раштав. – С. 2

Алексеев Осип Алексеевич // Красноармейский район. Люди и судьбы [эциклопед.]. – Чебоксары, 2005. – С. 15
Алексеев Осип Алексеевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 21.
Афанасьев П. Алексеев Осип Алексеевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 55.
Станьял В. П Алексеев Осип Алексеевич / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1: А-Е. – С. 78-79.
Ялгир П. Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) Осип Алексеевич // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 10.