1963 ҫулхи юпа уйӑхĕн 8-мĕшĕнче Красноармейски районӗнчи Супар ялĕнче ҫут тĕнчене килнĕ. Ялти, Еншик Чуллӑри шкулсенче, Шупашкарти, Калуга облаҫĕнчи Таруса хулинчи ӳнер училищисенче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх педагогика институчĕн художествӑпа графика факультетĕнче вĕреннĕ. Чылай ҫул Красноармейскинчи искусство шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ.
Сӑввисемпе статйисем, пĕчĕк калавĕсемпе новеллисем райхаҫатра пичетленеҫҫӗ. 2013 ҫулта «Пӗр сукмакпа утар-и юнашар…» сӑвӑсен пуххи кун ҫути курчĕ.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Данилова В. «Пӗр сукмакпа утар-и юнашар…» / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ. – 2013. – 15 чӳк.
Данилов В. Чун илемне парнеленӗрен / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ. – 2013. – 11 юпа.
Данилов Ю. Сцена ҫинче – «Чун илли» / Ю. Данилов // Ял пурнӑҫӗ . -1997. – 16 пуш.
Лукин А. Таня Григорьева / А. Лукин // Ял пурнӑҫӗ. – 1991. – 5 ҫу.