1947 ҫулта Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти 8 ҫул вĕренмелли, Красноармейскинчи каҫхи шкулсенче, Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗреннӗ. Енĕшкассинчи 8 ҫул вĕренмелли шкулта, Тюмень облаҫĕнчи стройкӑсенче, Красноармейскинчи сысна ĕрчетмелли комплекс ҫĕкленĕ ҫĕрте, ялсене газ кĕртес ӗҫре тӑрӑшнӑ, ФГУн «Чувашмелиоводхоз» управленийĕн Красноамейскинчи филиалне ертсе пынӑ.
Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (2013).
Тӑван тавралӑх, тӑван ял историйĕпе кӑсӑкланать, тĕпчет. Тĕпчев ĕҫĕсене райхаҫатра пичетлет. 2013
ҫулта «Волжская Булгария и д. Бибарсово-Чадукасы» кӗнеки кун ҫути курчӗ.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Борисов Ю. Аваллăхсăр малашлăх çук / Ю. Борисов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2014. – 10 кӑрлач.
Данилов В. Тавра пĕлÿçĕн ырă ĕçĕ / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2013. – 9 утӑ.