http://library.signasoftware.com/

ВАРХУШ ЭНЖЕЙ (Арсентьев Варфоломей Арсентьевич)

1920 ҫулхи ҫурла уйӑхĕн 25-мĕшĕнче Еншик Чуллӑ ялĕнче ҫуралнӑ. Ҫĕрпӳ хулинчи педтехникумра вĕреннĕ. 1939 ҫулта кĕркунне Хĕрлĕ Ҫар ретне тӑнӑ. 1941 ҫулта хаяр ҫапӑҫусенчен пĕринче пуҫне хунӑ.
Сӑввисемпе калавĕсене пуҫласа Ҫĕрпӳри педтехникумра алӑ вĕҫҫĕн кӑларакан «Ҫулӑм» литература журналĕнче пичетленĕ. Ҫав ҫулсенче унӑн хайлавĕсем республикӑри «Ҫамрӑк колхозник», «Канаш», «Сунтал», Капкӑн» хаҫатсемпе журналсенче кун ҫути курнӑ. Чӑваш халӑх поэчĕ Ю. Сементер тӑрӑшнипе вӑрҫӑра вилнĕ авторсен сӑввисемпе пĕр ҫĕре пухса «Вĕҫленмен юрӑ» кӗнекере Вархуш Энжей сӑввисем те пичетленнĕ. Куҫаруҫӑ. К. Чуковскин «Доктор Айболит» поэмине, Н. Пантелеевӑн «Пакет», «На границе», «В овраге» пьесипе калавĕсене чӑвашла куҫарнӑ.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Андреев Ф. Ӗмӗр манми янташӑм / Ф. Андреев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1991. – 28 ҫу.
Арсентьев Д. Манӑҫми Эншей / Д. Арсентьев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2010. – 24 авӑн.
Вӑл Ҫеҫпӗлтен те ҫамрӑкрах пулнӑ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2000. – 25 ҫурла.
Ершов Н. Вӗсем вӗреннӗ Энжейпе пӗрле / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 30 ҫурла.
Михай И. Эншей сӑвӑҫа аса илсе / И. Михай // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 30 ҫурла.
Тимофеев-Шетмӗ М. Унӑн сӑнарӗ яланах ҫутӑ / М. Тимофеев-Шетмӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1995. – 24 ҫурла.
Тусли Г. «Сӑввисем пуян, ырӑ шухӑшлӑ…» / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1995. – 16 авӑн.
Шачкин К. Вӑл халӗ те пирӗнпе / К. Шачкин // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1997. – 2 авӑн.
Шачкин К. Ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ поэт / К. Шачкин // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1995. – 24 авӑн.
Шетмӗ М. Вӑхӑтсӑр сӳннӗ талант / М. Шетмӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1995. – 25 утӑ.
Янгер Н. Ентеш-сӑвӑҫа асӑнса / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 14 юпа.

Ялгир П. Энжей Вархуш // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 73.