1943 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Малти Тукай ялĕнче ҫуралнӑ. Çĕнĕ Чалкассинчи вăтам шкулта, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училщинче, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Районта культура ĕçĕнче, Красноамейскинчи вӑтам шкулта тӑрӑшнӑ. Районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи халăх театрӗн ертӳҫи.
Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (2011).
Сăввисем республикăри хаçат-журналсенче тата райхаçатра пичетленеççĕ. Кун ҫути курнӑ кӗнекисем: «Тавах сана, ман ирӗк шухӑш» (2008, 2013), «Шан, ӗнен, юрат…», «Чее хӗвел», «Чечеклен, тӑван ен» (2008).
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Васильев Н. Ҫӗнӗ лауреатсене чысларӗҫ / Н. Васильев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2012. – 24 ака.
Данилов В. «Тавах сана, ман ирӗк шухӑш» / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2013. – 10 авӑн.
Данилов В. «Юхӑм» - 5 ҫулта / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2013. – 15 кӑрлач.
Ефимов Г. Яланах ҫынсемшӗн, чун-чӗре ӑшшипе / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2012. – 19 ҫӗртме.
Сӑвӑҫ, вӗрентекен, сцена ӑсти // Ял пурнӑҫӗ. – 2013. – 16 ҫурла.
Спасова В. Гимназири кӗҫӗн классен учителӗсем / В. Спасова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2010. – 1 ҫӗртме.
Тусли Г. Ыр ят упранӗ халӑх хушшинче, усал ҫынна асра тытасшӑн ҫунмӗҫ… / Г. Тусли // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2012. – 26 ҫу (№20).