1947 ҫулхи Красноармейски районӗнчи Ванюшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Именкассинчи вӑтам шкулсенче вӗреннӗ. Лӑпкӑ океанта транспортпа рефрижираци флотӗнче, Шупашкарти автобазӑра, ЖБИ заводӗнче тӑрӑшнӑ. Калавӗсемпе тӗрленчӗкӗсем «Наука и жизнь» журналта, республикӑри хаҫат-журналсенче тата райхаҫатра пичетленеҫҫӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Туслӑ ҫемьере» (2009), «На рассвете» (2010), «Чӗрӗ ҫут ҫанталӑк тӗнчи» (2012).
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Данилов В. «Чӗрӗ ҫут ҫанталӑк тӗнчи» / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2012. – 24 утӑ.
Ефимов-Тусли Г. Туслӑ ҫемьери Викторов / Г. Ефимов-Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2010. – 20 ҫурла.
Сарпи Р. Ванюшкасси / Р. Сарпи // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2011. – 12, 15, 19 утӑ.