http://library.signasoftware.com/

ДАНИЛОВ Виктор Михайлович

dvm.png1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 24 мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Аслӑ Чуллӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Еншик Чуллӑри вӑтам шкултан, Чул хулари партин Аслӑ шкулӗнчен, патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1976 ҫулхи июльтен районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра корреспондентра, радиоорганизаторта, радиовещани редакторӗнче ӗҫленӗ. 1995-2010 ҫулсенче район админинистрацийӗнче яваплӑ тӗрлӗ должноҫра тимленӗ. 2011 ҫултанпа – районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра тӑрӑшать.
РФ журналисчĕсен союзĕн членĕ (1988). ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2014). Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (2009).
«Эсир юратнӑ юрӑсем» (1992), Ялан юрлать чӗре» (1994) юрӑ кӗнекисене пухакансенчен пӗри. «Трак ен» (2000) кӗнекене кӑларма хутшӑннӑ. «Красноармейский район. Люди и судьбы» (2005) кӗнеке редколлегийӗн членӗ.2014 ҫулта О. В. Афанасьевапа пӗрле « Мӑнаҫланатпӑр санпа, Кӗҫӗн Чуллӑ!» (историллӗ очерк) кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Борисов Ю."Мӑнаҫланатпӑр санпа, Кӗҫӗн Чуллӑ!" / Ю. Борисов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2014. – 23 авӑн.
Ефимов Г. Аслӑ Чуллӑри журналист / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2007. – 2 пуш.

* * *

Данилов Виктор Михайлович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 108