http://library.signasoftware.com/

ДУБРОВ Гурий Егорович (Кӑмакал Куркки)

dge.jpg1934 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мĕшĕнче Кӑмакал ялĕнче ҫуралнӑ. Кĕҫĕн Шетмĕри ҫичĕ класлӑ, Красноармейскинчи вӑтам, Пушкӑрт Республикинчи Пелепей хулинчи киномеханиксен шкулĕсенче, Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕреннĕ. Красноармейскинче киномеханикре, райпора тӑрӑшнӑ. Потребкоопераци ĕҫӗн отличникĕ (1993).РФ Писателĕсен союзĕн членĕ (2000). М. Трубина, Н. Янкас ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ. ЧР музыка обществин тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ.
Пичетленнĕ кĕнекисем: «Кĕҫĕн Шетмĕ сӑпкинче» (1999), «Пурнӑҫӑм, телейĕм…» (2000), «Вĕсем - Сар Петĕр йӑхĕнчен» (2000), «Пирĕн тӑрӑхри вӑрман», «Районти суту-илӳ» (2001), «Тӑван кĕтес», «Вĕсем – Путене таврашĕ» (2002), «Йӑх-несĕл уявĕ», «Пирĕн йӑх-несĕлсем» (2004), «Ҫеруш таврашĕ» (2005), «Туя туй пек тӑвар-и…» ( ), «Кун-ҫул сыпӑкĕсем» (2010), «Асран кайми» (2011), «Тюмень ҫĕрĕ ҫинчи чӑвашсем» (2014)
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Данилов В. "Асран кайми" / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). –2012. – 1 кӑрлач.
Георгиев Ю. Канӑҫсӑр ватлӑх / Ю. Георгиев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2002. – 29 кӑрлач.
Г. Дубровӑн ҫӗнӗ кӗнеки // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2004. – 26 пуш.
Данилов В. «Йӑх-несӗл уявӗ» /В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2004. – 24 ҫурла.
Данилов В. Ялан ҫамрӑк чун-чӗреллӗ пул / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2014. – 14 кӑрлач.
Дубров Г. Ачаранпах юрӑ-сӑвӑпа ӳснӗ / Г.Дубров // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2009. – 6 кӑрлач.
Дубров Г. Ӗмӗр сакки сарлака / Г.Дубров // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2013. – 11 кӑрлач.
Прокопьев И. Кӑмакал Курккин вун иккӗмӗш кӗнеки / И. Прокопьев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2010. – 22 ҫӗртме.
Сементер Ю. Юхан шыв ҫӑлкуҫран пуҫланать / Ю. Сементер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2003. – 4 нарӑс.
Тусли Г. Анлӑ каҫалӑк умӗнче / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2002. – 20 раштав.
Тусли Г. Юрӑпа сӑвӑ ытамӗнче / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2010. – 12 кӑрлач.
Янгер Н. Пурӑнать Ҫеруш таврашӗ / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 18 чӳк.

* * *

Дубров Гурий Егорович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 34.