http://library.signasoftware.com/

ЕРШОВ (Янгер) Николай Гаврилович

png.jpg1942 çулхи юпа уйӑхӗн 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă. Тăван ялти пуçламăш, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче, Ҫĕрпӳри культура училищинче, Вӑрнарти совхоз-техникумра, партин Аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, çарта офицер пулнă. Красноармейскинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи, Çĕньял Упири библиотека заведующийĕ, шалти ĕçсен районти пайĕнче паспорт службин пуçлăхĕ, рай хаçат редакцийĕнче литература сотрудникĕ, яваплă секретарь, редактор çумĕ пулса ĕçленĕ.
Раççей журналисчĕсен (2004), ЧР писательсен союзĕсен (2004), Чăваш халăх академийĕн чăн членĕ (2005), Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн членӗ (2012), ЧР наукӑпа культура тата литература академийӗн членӗ (2012), чӑвашсен обществӑпа культура центрӗн членӗ (1991). Н. Янкас (1993), А. Талвир (2005), Пайтул Искеев (2011) ячĕллĕ литература, Чӑваш халӑхӗн И. Я. Яковлев ячӗллӗ наци (2012) премийĕсен лауреачӗ. Чӑваш наци культурин (2006), музыка обществин (2005) тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР хисеплӗ тавра пӗлӳҫи (2004), ЧР композиторӗсен Ассоциацийӗн членӗ (2014). 12 çул районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне ертсе пынă. Халĕ — унăн хисеплĕ ертӳҫи.
Сăввисемпе тĕрленчĕк-очеркĕсем республикӑри хаҫат-журналсенче тата райхаҫатра пичетленеҫҫӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Малтанхи хунавсем» (1972), «Пурнăç сăпки» (1992), «Çулсем иртеççĕ» (2002), «Пурнăç сакки» (2006), «Пурнăç илемĕ», «Пурнăç элемĕ» (2007), «Пирӗн Ҫеҫпӗл» (2009), «Пурнӑҫ йӗрки» (2011), «Пурнӑҫ шкулӗ», «Пурнӑҫ утти» (2012), «Пурнӑҫ ҫулӗ» (1-3 кӗнеки, 2013), «Ачаш ачалӑх» (2014).

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Айдаш Ю. Поэзи акатуйӗнче / Ю. Айдаш // Тӑван Атӑл. – 2008. -№10. – С. 120.
Данилов В. "Пурнӑҫ йӗрки" / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2012. – 10 ака.
Данилов Ю. Пурнӑҫ сакки / Ю. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2006. – 26 ҫу.
Данилов В. «…Таса чунпах пурнасчӗ ман» / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1997. – 4 чӳк.
Николай Ершов ҫыравҫӑ – 70 ҫулта // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2012. – 12 юпа.

* * *

Ершов Николай Гаврилович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 35.
Ершов Николай Гаврилович // Чувашские народные академики. – Чебоксары, 2005. – Вып. 1. – С. 52.
Ершов Николай Гаврилович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 131.
Ялгир П. Ершов-Янгер Николай Гаврилович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 37.