http://library.signasoftware.com/

ЖУРАВЛЕВ Егор Матвеевич

jem.jpg1914 ҫулхи пуш уйӑхĕн 22-мĕшĕнче Чаканар ялĕнче ҫуралнӑ. Янкасри пуҫламӑш шкулта, Шупашкарта рабфакра вĕреннĕ. Вӑрҫӑ пуҫлансан, колхоза ертсе пынӑ, учет енĕпе тӑрӑшнӑ. 1995 ҫулта вилнĕ.
Сӑввисем республикӑри хаҫат-журналсенче тата «Ял пурнӑҫĕ» райхаҫатра час-часах пичетленнĕ. 2004 ҫулта Красноармейскинчи тĕп библиотека Е. Журавлевӑн сӑввисен пуххине «Чĕре юрлать» ятпа калӑпласа кӑларнӑ.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Ершов Н. Хамӑр ен сӑвӑҫи:[Егор Журавлев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май] // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . –2004. – 13 ака.
Сӑвӑҫа асӑнса: [Е. Журавлев сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май] // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2004. – 4 ака.