1880 ҫулхи нарӑс уйӑхĕн 12-мĕшĕнче Ҫеҫмер ялĕнче ҫуралнӑ. Мӑн Шетмĕри пуҫламӑш, Ишекри икĕ класлӑ шкулсенче, Хусанти учительсем хатĕрлекен семинаринче, миссионерсен курсĕнче вĕреннĕ. Етĕрне хулинчи прихут училищинче, Шӑхасанти икĕ класлӑ шкулта вĕрентнĕ. 1905-1918 ҫулсенче пуп пулнӑ. Ӳпке чирне пула 1920 ҫулхи чӳк уйӑхĕн 6-мĕшĕнче Чулхула облаҫĕнчи Воротынец районĕнчи Кукша Ту ялĕнче вилнĕ.Тарас Кириллов Красноармейски районĕнчен тухнӑ чи пĕрремĕш сӑвӑҫ. Унӑн кун ҫути курнӑ хайлавĕсем: «Пулӑшӑр» (1903), «Тырă пулнă çул» (1905), «1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем» (1911), «Турă тăрăшакана юратать, тăрăшакан ырă курать» (1912), «Хресчен хăй ĕçĕ çинчен хывнă юрăсем» (1912), «Çывăхри ял-йышсем» (1915), «Турă çинчен» (1915), «Львовпа Перемышль хулисене илни ҫинчен хывнӑ юрӑсем» (1915), «Салтак арӑмĕ» (1916). Прозӑпа та ҫырнӑ: «Çутăра çÿрĕр» (1905), «Эрех этем ĕмĕрне кĕскетет» (1911). Тĕн ҫинчен ҫырнӑ юрӑсемпе статьясене вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Владимиров К. Тухӑҫлӑ ӗҫленӗ ҫыравҫӑ / К. Владимиров // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1995. – 23 нарӑс.
Долгов В. Юрӑхсӑра ырланине хирӗҫ / В. Долгов // Ялав. – 1976. – № 12. – С. 23.
Игнатьева E. Чaваш поэми аталанни / E. Игнатьева // Тӑван Атӑл. – 2003. – № 6. – С. 66–67.
Пантелеймонов Н. Районтан тухнӑ пӗрремӗш сӑвӑҫ / Н. Пантелеймонов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2003. – 11, 28 нарӑс.
Сироткин М. Тарас Кириллов сӑввипе юррисем / М. Сироткин // Тӑван Атӑл. – 1947. – № 3. – С. 95–98.
Тусли Г. Районти пӗрремӗш сӑвӑҫ ҫинчен / Г Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 18 нарӑс.
Юмарт Г. Тарас Кириллов / Г. Юмарт // Тӑван Атӑл. – 1975. – № 2. – С. 79–80.
Юмарт Г. Тарас Кириллов / Юмарт Г. // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2000. – 23 нарӑс.
Юмарт Г. “Шӑпчӑк юрлать шӑпчӑкла...” / Г. Юмарт // Чӑваш ен. – 1995. – 25 нарӑс. – 4 пуш (№ 9). – С. 13.
* * *
Артемьев Ю. М. Т. К. Кириллов / Ю. М. Артемьев // Артемьев Ю. М. Ӗмӗр пуҫламӑшӗ: 1900–1917 ҫҫ. чӑваш литературин истори очеркӗ. – Шупашкар, 1996. – С. 158–173, 292.
Артемьев Ю. М. Т. К. Кириллов ҫинчен / Ю. М. Артемьев // Артемьев Ю. М. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литератури. – Шупашкар, 1992. – С. 98–111.
Кириллов Тарас Кириллович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 47.
Кириллов Тарас Кириллович // Константинов В. Кладезь здоровья и патриотизма / В. Константинов. – Чебоксары,2012. – С.214.
Афанасьев П. Кириллов Тарас Кириллович // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 204.
Ялгир П. Кириллов Тарас Кириллович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 49.