1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мĕшĕнче Анат Типҫырма ялĕнче ҫуралнӑ. Кушкӑри, Мӑн Шетмĕри шкулсенче, Чӑваш патшалӑх университетĕнче вĕреннĕ. Комсомолта, парти райкомĕнче, райхаҫат редакцийĕнче, Трак шкулĕнче учительте тӑрӑшнӑ. Районти таврапĕлӳҫĕсен пĕрлĕхĕн ертӳҫи.
ЧР хисеплĕ таврапĕлӳҫи, ЧР Халӑх академикĕ. М. Тинехпи, Н. Янкас премийĕсен лауреачĕ.
Тӑван тӑрӑх историйĕпе кӑсӑкланать. Унӑн паллӑрах кĕнекисем: «Пĕлӳ ҫӑлкуҫĕ», «Мухтавлӑ 150 ҫул» (1992), «Трак тӑрӑхĕнчи ялсен историйĕ» (1995), « Ӑс-хакӑл вучахĕ» (1997), «Упи ялĕ – 700 ҫулта» (2000), «Кладезь здоровья и патриотизма» (2012).
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Данилов В. Журналист, тавра пӗлӳҫӗ, учитель... / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2001. – 23 кӑрлач.
Константинов В. «Тӗпчев ӗҫӗ ҫӑмӑл мар» / В Константинов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1994. – 27 кӑрлач.
Скворцова Р. Пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ. Юнашарах… / Р. Скворцова // Хыпар. – 1996. – 23 кӑрлач.
Тусли Г. Кам-ха вӑл Улӑхсем? / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2003. – 18 кӑрлач.
* * *
Константинов Владимир Захарович // Константинов В. Кладезь здоровья и патриотизма / В. Константинов. – Чебоксары,2012. – С.215-216.
Константинов Владимир Захарович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары,2005.– С. 49.
Константинов Владимир Захарович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 218-219.