http://library.signasoftware.com/

ЛЕРИЙ ЕНШИК (Николаев Валерий Николаевич)

lvn.jpg1938 çулхи пуш уйӑхĕн 26-мĕшĕнче Еншик Чуллăра çуралнă. Ялти шкулта, Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче, партин Тĕп Комитечĕн обществăлла наукăсен академийĕнче вĕреннĕ. Шупашкарти электроаппаратура завочĕн нумай тиражлă "Электрик” хаçачĕн литература сотрудникĕнче, "Коммунизм ялавĕ” хаçатра литература сотрудникĕнче, пай заведующийĕнче, яваплă секретарĕнче, "Капкăн” журнал редакторĕнче, республикăри профсоюзсен "Время” хаçачĕн редакторĕнче вăй хунӑ. 1998 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче вилнӗ.
СССР журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ (1966). Ҫ. Элкер (1984), Иван Мучи (1994) ячĕллĕ премисен лауреачĕ."На большом пути”, "Комплексная бригада и хозрасчет”, "Соревнование: поиск и творчество”, "Орден на знамени” тата ытти кĕнекесемпе брошюрăсен авторĕ.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Данилов В. Лерий Еншик. Кам-ха вӑл? / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1998. – 21 пуш.
Данилов В. Унӑн сӑнарӗ куҫӑм умӗнчех / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2013. – 2 ака.

* * *

Николаев Валерий Николаевич // Журналисты Чувашии. – Чебоксары, 2006. – С. 124-125.
Николаев Валерий Николаевич // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 82.
Николаев Валерий Николаевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 298-299.
Федоров Ф. Ф. Николаев Валерий Николаевич / Ф. Ф. Федоров // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 3: М-Се. – С. 234.