http://library.signasoftware.com/

ЛИСТОПАД (Степанов )Юрий Петрович

lyp.jpg1955 çулхи чӳк уйӑхĕн 9-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă. Красноармейскинчи вăтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетĕнче вĕреннĕ. «Коммунизм ялавĕ» тата ытти хаçатра ĕçленĕ. Шупашкар районӗн "Тăван ен" хаçатӑн тӗп редакторĕнче тимленĕ. Халĕ – «Хыпар» хаçатӑн редакторӗ.
Раҫҫей Журналисчĕсен союзĕн членĕ. Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (2009)
Тĕрленчĕкĕсемпе очерксем, публицистикӑлла статйисем республикӑри хаҫат-журналсенче пичетленеҫҫĕ. Унӑн «Алга, Ахах…Камсем эсир?» псевдонимсен словарь-справочникĕ 1993 ҫулта кун курнӑ.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Данилов В. Журналист тӑван ен библиотекисене манмасть / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2010. – № 27 ҫурла.

* * *

Степанов Юрий Петрович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 420