1955 çулхи чӳк уйӑхĕн 9-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă. Красноармейскинчи вăтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетĕнче вĕреннĕ. «Коммунизм ялавĕ» тата ытти хаçатра ĕçленĕ. Шупашкар районӗн "Тăван ен" хаçатӑн тӗп редакторĕнче тимленĕ. Халĕ – «Хыпар» хаçатӑн редакторӗ.
Раҫҫей Журналисчĕсен союзĕн членĕ. Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (2009)
Тĕрленчĕкĕсемпе очерксем, публицистикӑлла статйисем республикӑри хаҫат-журналсенче пичетленеҫҫĕ. Унӑн «Алга, Ахах…Камсем эсир?» псевдонимсен словарь-справочникĕ 1993 ҫулта кун курнӑ.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Данилов В. Журналист тӑван ен библиотекисене манмасть / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2010. – № 27 ҫурла.
* * *
Степанов Юрий Петрович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 420