1929 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Хаймалакассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли, Муркаш районӗнчи Тивӗшри вӑтам шкулсенче, Канашри учительсем хатӗрлекен институтра вӗреннӗ. Мартынкассинчи, Шупуҫӗнчи, Чатукассинчи шкулсенче ачасене вӗрентнӗ.
Икӗ кӗнеке авторӗ: «Манӑҫми сӑнарсем» (2009), «Сувар сӑмахӗ» (2011).
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Данилов В. Антонина Львован иккӗмӗш кӗнеки / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2011. – 10 ҫу.
Данилов В. “Сувар” хаçатра — пирĕн ентеш хайлавĕсем /В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2010. – 10 ҫу.