1926 çулхи кăрлач уйӑхĕн 2-мĕшĕнче Анат Кушар ялĕнче çуралнă. Упири шкулта, Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Нумай çул хушши Красноармейски тата Комсомольски районĕсенчи тата Магадан облаçĕнчи шкулсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентсе пурăннă.
Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ. Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (2000).
Унăн паллăрах кĕнекисем: "Чее мулкач" (1984), «Ванюш курнă тĕлĕнтермĕшсем» (1987), «Ылтăн пĕрчĕсем» (1991), «Тăвăл килсе çапсан» (1995), "Ют арăма ан чуп ту" (1998), "Арçынсем те макăраççĕ" (2003), "Тăватă асамçă" (2006), "Пурçăн пĕлĕт айĕнче" (2009), "Ăçта-ши эсĕ халĕ?" (2009).
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Алексеев О. Ҫынна пилленӗ ҫут ҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗ... / О. Алексеев // Хыпар. – 2001. – 20 авӑн.
Алексеев О. Чун илемӗ / О. Алексеев // Ялав. – 2001. – № 5. – С. 85–87.
Вихров Г. Роман авторӗ – З. Нестерова / Г. Вихров // Хыпар. – 2004. – 12 пуш.
Ефимов Г. Ентеш-ҫыравҫӑ – 85 ҫулта / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2011. – 18 кӑрлач.
Зоя Нестерова // Ҫилҫунат. – 2000. – № 3–4. – С. 6.
Исемпек И. Ватлӑх килчӗ тесе кулянмастӑп / И. Исемпек // Тантӑш. – 2000. – 28 раштав.
Сергеева Г. Юрату, тӗл пулу, уйрӑлу / Г. Сергеева // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. – 2004. – 2 утӑ.
Сипет В. Арҫын куҫҫулӗ / В. Сипет // Ялав. – 2004. – № 9. – С. 82–85.
Софронова Т. Тӗп ӗмӗт – ҫырнӑ кӗненкесене кӑларасси / Т. Софронова // Ялав. – 1998. – №3. – С.62-62.
Тархун А. Илемлӗ проза ӑсти / А. Тархун // Тӑван Атӑл. – 1995. – №11. – С.64.
Тусли Г. Чунпа кӑмӑл уҫҫиллӗ ҫыравҫӑ / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1995. – 9 раштав.
Эплес Н. Чӑн пурнӑҫран илнӗ тӗслӗхпе / Н. Эплес // Хыпар. – 2004. – 22 кӑрлач.
Янгер Н. Хӑй чӗри витӗр сӑрӑхтарса… / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 16 раштав.
* * *
Афанасьев П. Нестерова Зоя Алексеевна // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 287.
Нестерова Зоя Алексеевна // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 57.
Ялгир П. Нестерова Зоя Алексеевна / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 77.