1923 ҫулхи нарӑсӑн 9-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Ванюшкассинче ҫуралнӑ. Шупашкарти педагогика училищинче, учительсен институчĕн истори факультетĕнче, куҫӑмсӑр майпа Чӑваш патшалӑх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Тăван ҫĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 28 ҫул шкул директорĕнче тимленĕ, вунӑ ҫула яхӑн районти халӑха вĕрентес ĕҫ пайĕн заведующийĕ пулнӑ. Ытти яваплӑ ĕҫсенче те тӑрӑшнӑ. ЧАССР тава тивĕҫлĕ учителĕ (1968).
Сӑввисемпе историллĕ очеркĕсем райхаҫатра тӑтӑшах пичетленнĕ. 2013 ҫулта Красноармейскинчи тĕп библиотека А. Николаевӑн сӑввисен пуххине «Аслӑ Атӑл юххине тухасчĕ…» ятпа калӑпласа кӑларнӑ.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Ефимов Г. Вӗсем райхаҫатра ҫунат сарнӑ / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2010. – 17 ҫурла.
Данилов В. Фронтовик, учитель, пултарулӑх ҫынни / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2013. – 19 пуш.
Поэт, куҫаруҫӑ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1995. – 19 кӑрлач.
Тусли Г. Ҫитмӗл урлӑ каҫрӑмӑр / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1994. – 19 ака.
Тусли Г. Кун-ҫул пархатарӗ / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2003. – 11 нарӑс.
* * *
Николаев Андрей Николаевич // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 58.