http://library.signasoftware.com/

НИКОЛАЕВ (Савран) Леонид Николаевич

nln.png1930 ҫулхи ҫу уйӑхĕн 22-мĕшĕнче Васнар ялĕнче ҫуралнӑ. Красноармейскинчи каҫхи шкула ҫӳресе вӑтам пĕлӳ илнĕ. Парти Тĕп Комитечĕн Мускаври аслӑ шкулĕнче журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. Тĕрлĕ вӑхӑтра Васнар ялĕнчи клуб, библиотека заведующийĕнче, культура пайĕн инспекторĕнче, 21 ҫул хушши «Ял пурнӑҫĕ» райхаҫатӑн тĕп редакторĕнче тӑрӑшнӑ.
Раҫҫей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, ЧР культура тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ.Васнар ял историйĕпе кӑсӑкланнӑ. Унӑн историллĕ очеркĕсем уйрӑм кĕнекепе пичетленсе тухнӑ: «Ҫапла пурӑннӑ, ĕҫленĕ Васнарсем" (1995), "Мухтанатӑп та, савӑнатӑп та Васнарсемпе" (1996), "Ӑҫтан эпир, камсем эпир Васнарсем?" (1997), "Коммуна пулнӑ та, саланнӑ та» (1997, ӑна В. Марковпа, В. Григорьевапа хатĕрленĕ), «Ҫапла сарӑлнӑ ҫунат» (1999), «Эпир вӑрҫӑ ачисем» (2000).

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Егоров В. 20 ҫул ытла редактор пулнӑ / В. Егоров // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2000. – 19 ҫу.
Ершов Н. Леонид Николаев ҫыравҫӑна чысларӗҫ / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 7 ҫӗртме.
Ершов Н. Манӑҫми самантсем / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). - 2000.- 8 ҫурла.

* * *

Николаев Леонид Николаевич // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 60.
Николаев Леонид Николаевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 300-301.