http://library.signasoftware.com/

ПАТМАР Иван Анисимович

pia.jpg1915 ҫулхи раштав уйӑхĕн 29-мĕшĕнче Яманак ялĕнче ҫуралнӑ. Кĕҫĕн Шетмĕри шкулта, Шупашкарти педагогика институчĕ ҫумĕнчи педвуза кĕме хатĕрлекен пĕр ҫуллӑх курсра, Мускаври юридически институра вĕреннĕ. Тăван ҫĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Чӑваш тĕпчев институтĕнче корреспондентра тӑрӑшнӑ.
Халӑх сӑмахлӑх пуянлӑхне 140 пин йĕрке юрӑ, 30 пине яхӑн ваттисен сӑмахĕсем, 25 пине яхӑн чӑвашсен авалхи ячĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуҫтарнӑ. Вӑл пухнӑ юмахсем ытти авторсемпе пĕрле икĕ хутчен вырӑсла «Чувашские сказки» кĕнекере пичетленсе тухнӑ (Мускав, 1937ҫ., Шупашкар, 1971ҫ.). "Ача-пăча юмахĕсем", "Ача-пăча вăййисемпе юррисем", "Чăваш фольклорĕ", "Тупмалли юмахсем", «Фашизма хирĕҫ фольклор», «Ленин халӑх чĕринче» ятлӑ кĕнекесенче, литература хрестоматийĕсенче, хаҫат-журналсенче пичетленнĕ. Анчах та нумайĕшĕ кĕлетре ҫӳлĕк ҫинче «кун ҫути курасса» кĕтсе выртнӑ. Ывӑлĕ – Эдисон Патмар тӑрӑшнипе 1993 ҫултан пуҫласа ҫав пуянлӑх вӑтӑр ытла кĕнекере пичетленсе тухрĕ: “Ача–пăча юмахĕсем”, “Ача–пăча вăййисемпе юррисем”, “Чăваш фольклорĕ”, “Пурнăç илемĕ”, “Халăх мерченĕ”, “Тупмалли юмахсем”, “Вĕрÿ–суру чĕлхисем”, “Кукаçин пурнăç кĕнеки”, “Халăх ăс–хакăлĕ” (6 вып.).

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Борисов Ю. Тарӑн шухӑшлӑ вӗсем - халӑх юррисем / Ю. Борисов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2010. – 24 раштав.
Егоров Н. «Ӑс-хал пуҫтарнӑ пӗрчӗн-пӗрчӗн» / Н. Егоров // Хыпар. – 1995. – 28 раштав.
Ершов Н. 43 ҫул пархатарлӑ ӗҫре / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1975. – 20 раштав.
Ершов Н. Ашшӗн ӗҫне ывӑлӗ тӑсать/ Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2001. – 13 кӑрлач.
Ершов Н. Маншӑн асра юлчӗ вӑл ҫапла яланлӑхах… /Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1996. – 13 кӑрлач.
Иван Патмар ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1996. – 12 кӑрлач.
Патмар Э. Ашшӗпе ывӑлӗ пӗр урапапах чупаҫҫӗ / Э. Патмар // Ҫилҫунат. – 1995. - №1. – С. 67.
Патмар Э. Кам вӑл – Иван Патмар? / Э. Патмар // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1994. – 10 раштав.
Сарри М. Вулавӑшра ҫуралнӑ шухӑшсем / М. Сарри // Хыпар. – 2001. – 12 кӑрлач.
Тусли Г. Вӑхӑтсӑрах ҫӗре кӗчӗ / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2006. – 17 кӑрлач.
Тусли Г. Трак ен ҫыравҫисем / Г. Тусли // Хыпар. – 2003. – 22 утӑ.
Эсхель А. Тулли кушелпе / А. Эсхель // Коммунизм ялавӗ. – 1975. – 26 раштав.
Юмарт Г. Халӑх ӑс-халӗн упраҫи / Г. Юмарт // Чӑваш ен. – 1996. – 13-20 кӑрлач (33).
Юрьев М. Пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарса… / М. Юрьев // Коммунизм ялавӗ. – 1979. – 30 ҫӗртме.

* * *

Патмар Иван Анисимович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 322-323.
Ялгир П. Патмар Иван Анисимович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 126.