Для слабовидящих Для слабовидящих
Режим работы



Мы работаем
с 8 до 18 часов,
в субботу с 9 до 16 часов,
выходной - воскресенье.
Санитарный день -
первый вторник месяца

Наш адрес:
Чувашия,
Красноармейский район,
с.Красноармейское,
ул.Ленина, д.26/1

Телефон:
8 (83530) 2-22-63

e-mail: krarm_bibl@mail.ru

Узнайте больше

Закрыть ЦБС

Закрыть Центральная библиотека

Закрыть Детская библиотека

Закрыть Сельские библиотеки

Документы

Закрыть Официальные документы

Закрыть Нормативные документы, регламентирующие деятельность ЦБС

Закрыть Планы

Закрыть Отчеты

Закрыть Прочие документы

Сервис
Опрос
Удовлетворены ли Вы работой библиотек
МБУК "ЦБС" Красноармейского муниципального округа
 
Да
Нет
Затрудняюсь ответить
Результаты
Счетчик

 0 всего

 26 сейчас на сайте

ПАТМАР Эдисон Иванович
pei.jpg1955 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче çуралнă. Яманакри пуҫламӑш, Красноармейскинчи вӑтам шкулсенче, Оренбург хулинчи Г. К. Орджоникидзе ячĕллĕ аслӑ ҫар училищинче, Киев хулинче 10-мĕш ЦК УПСра, Чӑваш патшалӑх университетĕнче вĕреннĕ. 1993 çулта запаса тухнă, запасри подполковник. «Патмар» кĕнеке издательствине ертсе пынă, «Защитник Отечества» хаçат редакторĕ пулса ĕçленĕ. Икĕ пичет органĕ уçнă — «Халăх ăс-хакăлĕ» журнал тата «Халăх- ăс хакăлĕ» журнал библиотеки». 2003-2004 çулсенче Чăваш Республикин вĕрентӳ институчĕнче аслă преподавательте ĕçленĕ. 2005 çултанпа - «Капкăн» журнал редакторĕ.
Раççей пĕрлешĕвĕн çыравçи (1997), ЧР писателĕсен союзĕн членĕ (1997), Пĕтĕм тĕнчери баталистсемпе маринистсен пĕрлешĕвĕн членĕ (1997), Н. Янкаспа А. Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Артур Беккерăн ылтăн тата пăхăр медалĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш халăх академикĕ (1998).
Ашшĕн – И. Патмарӑн ĕçĕсене хатĕрлесе кӑларнӑ кĕнекесем: «Пурнӑҫ илемĕ», «Халӑх мерченĕсем», «Тупмалли юмахсем» (1993), «Уртей мучин халап-юмахĕсем» (1994), «Вĕрӳ-суру чĕлхисем», «Халӑх ӑслӑлӑхĕ», «Кукаҫин пурнӑҫ кĕнеки», «Истори чӑнлӑхĕ халӑх юррисенче», «Юрӑ савӑнтарть, ташлаттарать, хурлантарть, вӑрҫтарать», «Юмахсем».
Паллӑрах кĕнекисем: «Чăваш календарĕ» (1996, 1998), «Сана валли, чăваш ачи», «Халăх ăсĕ юрату çинчен», «Улахра», «Яманак ял ĕçченĕн календарĕ», «Чăваш ялĕ», « Ӗненме юрать-и?», «Манăн ял курăкĕсем», «Çул хуçи», «Вулас килет, пĕлес килет», «Упи ялĕ», «Кил ăшши», «Ан ятлаç», «Ытамра 31 минут», «Чăвашла-китайла-украинла калаçу кĕнеки», «Тĕлĕкре», «Сăра пички», «Алтăр çăлтăр çулĕпе», «Чăваш халăх культури», «Деревня», «Хозяин дороги», «Добро пожаловать в деревню». Чылай кĕнеке калӑплаканĕ, редакторĕ. «Защитник Отечества», «Халӑх ӑс-хакӑлĕ», «Яманак, Ешкилт, Ҫирĕклĕ», «Интеллигент» хаҫатсен редакторĕ.
И. Патмарӑн 100 ҫулхи юбилейне халалласа 10 томлӑ «Халӑх сӑмахлӑхĕ Патмарсен пуххинче» кӑларать.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Алексеев В. Иван Патмар ывӑлӗн ырӑ ӗҫӗ / В. Алексеев // Ял пурнӑҫӗ(Красноармейски р–нӗ) . – 1995. – 1 ака.
Данилов В. «Чӑваш салтакӗ» / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ(Красноармейски р–нӗ) . – 2011. – 8 ҫӗрме.
Еливанова Г. Богатство наследия в рукописях / Г. Еливанова // Советская Чувашия. – 2006. – 12 января.
Ершов Н. Ашшӗн ӗҫне ывӑлӗ тӑсать / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2011. – 21 кӑрлач.
Данилов В. Ентешӗн 52 кӗнеки / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 20 пуш.
Сачкова Л. «Каччӑпала хӗр вылять…» / Л. Сачкова // Хыпар. – 1996 – 17 утӑ.
Шучӗпе – 107-мӗш // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2004. – 6 утӑ.
Эдисон Патмарӑн черетлӗ кӗнеки // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2001. – 25 авӑн.
Янгер Н. Эдисон Патмара чысларӗҫ / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 25 ака.

* * *

Патмар Эдисон Иванович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 65.
Патмар Эдисон Иванович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 323.
Ялгир П. Патмар Эдисон Иванович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 127.

Создано : 05/07/2016 14:55
Обновлено : 02/03/2017 17:13
Категория :
Страница просмотрена 1035 раз


Предпросмотр печати Предпросмотр печати     Версия для печати Версия для печати

 
Комментарии:


Пока комментариев нет.
Вы первым можете добавить комментарий!


 
Послание Президента России
Федеральному Собранию

Послание

Послание Главы Чувашии
Государственному Совету

Послание

2024 год
Мероприятия
Поиск




^ Наверх ^