http://library.signasoftware.com/

ПӐРТТА (Степанов) Александр Иванович

pai.jpg1963 ҫулхи ака уйӑхĕн 4-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Алманч ялĕнче ҫуралнӑ. Ялти вӑтам шкулта, Ярославльти Ф. Волков ячĕллĕ театр училищинче вĕреннĕ. Шупашкарти пукане театрĕнче тӑрӑшнӑ. 1990 ҫултанпа – Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрĕн артисчĕ.
ЧР тава тивĕҫлĕ артисчĕ (2003). РФ, ЧР писателĕсен союзĕн членĕ, РФ театр ĕҫченĕсен союзĕн членĕ.
Драматург. Паллӑрах пьесисем: «Турӑ пӳрмен юрату» (1997), «Качча кайиччен» (1999, 2006), «Вăрмана юлнă çамрăклăх» (2000), «Çиçĕм тивнĕ чунсем» (2007), «Чăн телей юратура» (2008), «Укҫа чул кастарать» (2010), «Кирек ăçта та пĕр хĕвел» (2011), «Килех килчĕ Тур ҫырни» (2012). Пичетленсе тухнӑ кĕнекисем: «Юратса юратман юрату», «Эсĕ манăн хĕвел» (1994), «Уйăх ачи» (ытти авторсемпе, 2005), «Пирĕн урам» (2010).

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Егоров В. Артист та, сӑвӑҫ та / В Егоров // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1994. – 5 нарӑс.

* * *

Афанасьев П. Пӑртта (Степанов) Александр Иванович // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 329.
Афанасьева Р. Т. Пӑртта (Степанов) Александр Иванович / Р. Т. Афанасьева // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3: М-Се. – С. 518.
Ялгир П. Пӑртта Александр Иванович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 93