http://library.signasoftware.com/

ПЕТРОВ Николай Петрович

pnp.png1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Красноармейски районĕнчи Четрик ялӗнче çуралнă. Мӑн Шетмӗри вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетĕнче вĕреннĕ. Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри, Красноармейски районĕнчи Карай, Мӑн Шетмĕ вӑтам шкулĕсенче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулта йывӑр чире пула пурнӑҫĕ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
Халӑха вĕрентес ĕҫ отличникĕ (1991), Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (2002), Хисеплĕ тавра-пĕлӳҫĕ (2003).Сӑввисем районти тата республикӑри хаҫат-журналсенче пичетленнĕ. Тӑван тавралӑх, тӑван шкул историйӗпе питӗ кăсăкланнӑ. "Мӑн Шетмӗри ача сачӗн историйӗ" ятлӑ кӗнеке 2005 çулта кун ҫути курнӑ.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Тусли Г. Ҫын хакӗ / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2013. – 24 ҫу.
Тусли Г. Четрикре ҫуралнӑ / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2003. – 16 ҫу.
Янгер Н. Петровсем сӑвӑ ҫыраҫҫӗ…/ Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2004.
Хаҫат хӑни – Николай Петров // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1998. – 19 ҫу.– 4 ака.

* * *

Петров Николай Петрович // Константинов В. Кладезь здоровья и патриотизма / В. Константинов. – Чебоксары,2012. – С. 217-218.
Петров Николай Петрович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005.