Для слабовидящих Для слабовидящих
Режим работы



Мы работаем
с 8 до 18 часов,
в субботу с 9 до 16 часов,
выходной - воскресенье.
Санитарный день -
первый вторник месяца

Наш адрес:
Чувашия,
Красноармейский район,
с.Красноармейское,
ул.Ленина, д.26/1

Телефон:
8 (83530) 2-22-63

e-mail: krarm_bibl@mail.ru

Узнайте больше

Закрыть ЦБС

Закрыть Центральная библиотека

Закрыть Детская библиотека

Закрыть Сельские библиотеки

Документы

Закрыть Официальные документы

Закрыть Нормативные документы, регламентирующие деятельность ЦБС

Закрыть Планы

Закрыть Отчеты

Закрыть Прочие документы

Сервис
Опрос
Удовлетворены ли Вы работой библиотек
МБУК "ЦБС" Красноармейского муниципального округа
 
Да
Нет
Затрудняюсь ответить
Результаты
Счетчик

 148613 всего

 1 сейчас на сайте

ПЕТРОВ-Вирьял Юрий Петрович
pyp.jpg1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллăра çуралнă. Ялти ҫичĕ класлӑ, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче, Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче, Мускаври А.М.Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вӗреннӗ. Красноармейски районĕнчи «Коммунизм çулĕпе» хаçат редакцийĕнче, республикăри А. М. Горький ячĕллĕ тĕп библиотекăра, Чăваш кĕнеке издательствинче, «Пионер сасси» хаçат редакцийĕнче, культура министерствинче тӑрӑшнӑ. Вăл 1993 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ.СССР писателĕсен союзĕн членĕ (1967), ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1993), А. Г. Николаев ячěпе хисепленекен колхозӑн литература премийĕн лауречĕ.
Ю. Вирьял ача-пăча валли те çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Чăваш композиторĕсем унăн виç çĕре яхăн сăввине юрра хывнă. Паллăрах кĕнекисем: «Çăмăл çунатсем» (1959), «Сенкерленчĕ шуçăм» (1962, 1991), «Çулçă çумăрĕ» (1964), «Тупа», (1975), «Çăлтăрсен вăййи» (1975), «Шăпчăк юрриллĕ кĕтес» (1980), «Ҫĕрлехи ҫулҫӳрев» (1983), «Туслăх асамачĕ» (1985), «Ырми-канми çăл куçĕ» (1986), «Eшĕл йăмра» (1974), «Ыранччен чун савни» (1974), «Кăвакал кÿлли» (1978), «Кĕрхи çупкăм» (1972), «Çăлтăрсем шыва кĕреççĕ» (1967), «Янăрать уçланкă», «Курукпа Марук» (1970), «Радужная скатерть» (1976), «Живица» (1980), «Клятва» (1975).

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Алексеев А. Юрий Петров–Вирьял поэтпа пĕрле / А. Алексеев // Тăван Атăл. – 1996. – № 8. – С. 68–69.
Данилов В. Ҫамрӑклӑх юрӑҫине хисеп туса / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 2011. – 26 ҫурла.
Дубров Г. Асăну хăми çакатпăр / Г. Дубров // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р–нĕ). – 1999. – 1 юпа.
Ершов-Янгер Н. Нумай енлӗ талант / Н. Ершов-Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1996. – 15 ҫурла.
Ершов-Янгер Н. Таланчӗ иксӗлмиччӗ… / Н. Ершов-Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2006. – 22 ҫурла.
Ковалев Д. Вырӑс поэчӗсем Ю. Петров-Вирьяла ҫапла хакланӑ / Д. Ковалев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ) . – 1996. – 15 ҫурла.
Сандров Н. Юрă сăмахĕсен парни / Н. Сандров // Тăван Атăл. – 1962. – № 5. – С. 90–93.
Сементер, Ю. Кăн–кăвак килсессĕн шуçăм / Ю. Сементер // Тантăш. – 1996. – 16 çурла (№ 35). – С. 9.
Юман А. Чӑн-чӑн поэт вилӗмсӗр / А. Юман // Хыпар. – 1996. – 16 ҫурла.
Юмарт Г. Çамрăклăх юрăçи / Г. Юмарт // Чăваш ен. – 1996. – 10–17 авг. (№ 32). – С. 6.
Юрий Вирьял поэт çуралнăранпа 60 çул çитнĕ май // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р–нĕ). – 1996. – 15 ҫурла.
Юшков С. Хĕрÿ чĕреллĕ поэт–лирик / С. Юшков // Пионер сасси. – 1986. – 26 авг.
Яковлев Г. Поэтпа паллашни асрах / Г. Яковлев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1996. – 19 авӑн.

* * *

Афанасьев П. Вирьял (Петров) Юрий Петрович // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 75.
Петров Юрий Петрович (Вирьял) // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 68.
Петров Юрий Петрович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 331-332.
Чаржов Г. Кунçул уттинчен юлмасăр / Г. Чаржов // Петров–Вирьял Ю. Ырми–канми çăлкуç / Ю. Петров–Вирьял. – Шупашкар, 1986. – 122–124.
Ялгир П. Вирьял (Петров) Юрий Петрович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 13.

Создано : 06/07/2016 08:50
Обновлено : 02/03/2017 17:17
Категория :
Страница просмотрена 1277 раз


Предпросмотр печати Предпросмотр печати     Версия для печати Версия для печати

 
Комментарии:


Пока комментариев нет.
Вы первым можете добавить комментарий!


 
Послание Президента России
Федеральному Собранию

Послание

Послание Главы Чувашии
Государственному Совету

Послание

2024 год
Мероприятия
Поиск




^ Наверх ^