1955 ҫулхи кӑрлач уйӑхĕн 2-мӗшӗнче Янкасра ҫуралнӑ. Ялти сакӑр класлӑ, Красноармейскинчи вӑтам шкулсенче, Чӑваш патшалӑх университетĕнче вĕреннĕ. «Ял пурнӑҫĕ» райхаҫат, «Ялав» журнал редакцийĕсенче тӑрӑшнӑ. 2004 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче вилнĕ.
Раҫҫей писателĕсен союзĕн членĕ.
Сӑввисем «Чӑваш ҫĕр-шыв асамачĕ» (1978), «Хĕвел пайӑрки» (1981) сӑвӑсен пуххисенче пичетленнĕ. Паллӑрах кĕнекисем: «Шăнкăрав курăкĕ» (1985), «Янкас йăмрисем» (1991), «Мерттес» (2000). Куҫаруҫӑ.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Ершов Н. Паллӑ сӑвӑҫ пулса юлчӗ / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2004. – 7 авӑн.
Ершов-Янгер Н. "Сӑваплӑ вутпала пурнаттӑм..." / Н. Ершов-Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2010. – 2 нарӑс.
Поэт-куҫаруҫӑ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1995. – 19 кӑрлач.
* * *
Афанасьев П. Пегиль Вениамин Васильевич // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 313.
Кондратьев Вениамин Васильевич // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 47.
Кондратьев Вениамин Васильевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С.217.
Ялгир П. Пегиль Вениамин Васильевич // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 84.