http://library.signasoftware.com/

ПРОКОПЬЕВ (Чураль) Иван Афанасьевич

phc.jpg1949 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Ҫĕньял Упи ялĕнче ҫуралнӑ. Янкасри 8 класлӑ, Красноармейскинчи вӑтам шкулсенче, Чӑваш патшалӑх университетĕнче, Чул хулари парти аслӑ шкулĕнче вĕреннĕ. Патӑрьел, Красноармейски райхаҫат редакцийĕсенче тӑрӑшнӑ. 1990 ҫултанпа – «Ял пурнӑҫĕ» райхаҫатӑн тĕп редакторĕ.
РФ журналисчĕсен союзĕн членĕ, ЧР культура тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ (1994), Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (1997).Публицист, сӑвӑҫ, композитор. Кун ҫути курнӑ кĕнекисем: «Вӑйлисемпе хӑюллисен шкулĕ» (1997), «Тӑван кĕтес ытамĕнче» (1999), «Ҫĕньялсем, Ҫĕньялсем…» (2002), «Вӑййа тухрĕ сарӑ каччӑ», «Тавтапуҫ, пулӑ», «Пĕрле кулар-и?..» (2009), «Ҫĕньял Упи салтакĕсем» (2010). «Эсир юратнă юрă», «Ялан юрлать чĕре», «Юхтăр юрă» юрӑ кĕнекисене пухса хатĕрлекенĕ. «Трак ен» (2000), «Красноармейский район. Люди и судьбы» (2005) кĕнекесен редколлегине ертсе пынӑ, нумай статьясен авторĕ.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Данилов В. «Ҫӗньял Упи салтакӗсем» / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2010. – 15 ҫу.
Дубров Г. Ҫуралнӑ эсӗ ҫуркунне... / Г. Дубров // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2009. – 5 ҫу.
Янгер Н. Сӑвӑсем те юрӑсем, калавсем те кулӑшсем... / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ) . – 2009. – 3 чӱк.

* * *

Прокопьев Иван Афанасьевич // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 57.
Прокопьев Иван Афанасьевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С.353.