http://library.signasoftware.com/

ПРОХОРОВ Михаил Прохорович

pmp.jpg1924 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тусай ялӗнче ҫуралнӑ. Красноармейскинчи вӑтам шкулта, Томскри 2-мӗш артиллери училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Тăван ҫĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Именкасси тата Красноармейски вӑтам шкулӗсен директорӗнче, культура пайӗн заведующийӗнче, халӑх депутачӗсен район совечӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
РСФСР халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2009), Раҫҫейри запасри офицерсен ассоциацийӗн форумӗн лауреачӗ (2001), Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (2002).
Паллӑрах кӗнекисем: "Вут-хӗмре иртнӗ ҫамрӑклӑх" (2006), «Хӑлату» (2010). "Асӑну кӗнеки", "Красноармейский район. Люди и судьбы" кӗнеке кӑларма пысӑк тӳпе хывнӑ.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Алексеев О. Иртни – уҫӑмлӑ та витӗмлӗ / О. Алексеев // Хыпар. – 2007. – 6 ҫӗртме.
Данилов В. «Вут-хӗмре иртнӗ ҫамрӑклӑх» /В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2006. – 16 ҫӗртме.
Данилов В. Çын ĕçпе палăрма çуралать / В. Данилов // Ял пурнăçĕ (Красноармейски р–нĕ). – 2004. – 22 юпа.

* * *

Прохоров Михаил Прохорович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 70.