http://library.signasoftware.com/

РОМАНОВ Борис Александрович

rba.png1947 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Кивĕ Йĕкĕт ялĕнче ҫуралнӑ. Анат Кушарти пуçламăш, Янкасри сакăр класлӑ, Красноармейскинчи вӑтам шкулсенче, Чăваш патшалăх университетĕнче вӗреннӗ. Çĕрпӳ районĕнчи Çавалхĕрри Кăнаш шкулĕнче учительте, «Ял пурнăçĕ» райхаçатра, Чăваш телевидени студинче литературăпа драма кăларăмĕсен аслă редакторĕнче тӑрӑшнӑ. 1983 ҫулта вилнĕ.
СССР писателĕсен союзĕн членĕ.
«Çеçпĕл çеçкисем», «Малтанхи утăмсем» ятпа ушкăн авторсен кĕнекисенче сӑввисем тухнă. 1976 çулта Мускаври «Молодая гвардия» издательствăра «Родники» альманах Борис Романовăн сăввисене вырăсла кăларнă. Пичетленнĕ кĕнекисем: «Ӗненӳ» (1976) тата «Сенкер хĕвел» (1979), «Кăкăр сĕчĕ» (1984).

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Борис Романов ҫуралнӑранпа 55 ҫул ҫитрӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2002. – 22 кӑрлач.
Васильев Н. Сӑввисенче тӑван ене мухтанӑ / Н. Васильев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ) . – 2012. – 16 пуш.
Ершов Н. Ҫеҫпӗл сассиллӗ сӑвӑҫ / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1997. – 6 кӑрлач.
Ершов Н. Тӑван шкулта манмаҫҫӗ поэта / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2012. – 16 пуш.
Желтухин Г. Борис Романов саманчӗ / Г. Желтухин // Тӑван Атӑл. – 2007. – №7. – С. 95-100.
Николаев Л. Вӗҫмех ҫуралнӑ / Л. Николаев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1997. – 6 кӑрлач.
Родионов В. Кӗнекесен авторӗ / В. Родионов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2012. – 24 ҫурла.
Романов Г. Паллӑ тӑван пулнишӗн чуна ӑшӑ / Г. Романов // Ял пурнӑҫӗ. – 1997. – 16 кӑрлач.
Романова П. «Санпа пурӑнса нумай улшӑнтӑм» / П. Романова // Ял пурнӑҫӗ. – 1997. – 16 кӑрлач.
Степанова Н. Паян та асӑмрах шӑллӑм / Н. Степанова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1997. – 6 кӑрлач.
Янгер Н. Малта пымашкӑн йыхӑрать… / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1997. – 25 кӑрлач.
Янгер Н. Ҫапла чысларӗҫ сӑвӑҫа Шупашкарта / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1997. – 16 кӑрлач.

* * *

Афанасьев П. Романов Борис Александрович // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 340-341.
Романов Борис Александрович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 71.
Романов Борис Александрович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С.373.
Ялгир П. Романов Борис Александрович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 96.