http://library.signasoftware.com/

РУДНИКОВА Валентина Васильевна

rvv.jpg1941ҫулхи пуш уйӑхĕн 8-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Ҫĕнĕ Выҫҫӑлккӑ ялĕнче ҫуралнӑ. Чатукассинчи вӑтам шкулта, Шупашкарти 11-мĕш номерлĕ техника училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Шупашкар районĕнчи Иккасси шкулĕнче, Сĕнтĕрвӑрри районĕнчи РОНОра методистра тӑрӑшнӑ.
ЧР Музыка обществин тава тивĕҫлĕ деятелĕ, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (2001).
Сăвăсем çырать, юрăсем кĕвĕлет, тĕрлĕ статьясем пичетлет. Паллӑрах кĕнекисем: «Мĕн тери эс хитре, ман ҫуралнӑ кĕтес» (1998), «Чун хавалĕ эс, Трак ен» (2000) «Юрату хĕлхемĕ» (2001), «Юрату – кунҫул илемĕ» (2002), « Юратсан…» (2003), «Виҫĕ хĕвел», «Чӑн-чӑн тус» (2003), «Ҫутҫанталӑк – пирĕн кил» (2005), «Вӑрҫӑ кĕчĕ сӑпкама», «Детство, опаленное войной» (2006), «Чӑваш юмахĕсем», «Утӑра» (2008), « Бемби».

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Ершов Н. Ҫил ҫунатлӑ хӗрарӑм / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2001. – 13 пуш.
Матвеева М. Ҫыравҫӑ-юрӑҫ – хӑнара / М. Матвеева // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1998. – 16 пуш.
Петрова В. Сӑвӑҫ та, юрӑҫ та / В. Петрова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2006. – 7 пуш.
Янгер Н. "Юррӑм пултӑр парне" / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2011. – 6 раштав.