http://library.signasoftware.com/

СЕМЕНОВ Лука Семенович

slc.jpg1920 çулхи авӑн уйӑхĕн 1-мĕшĕнче Васнар ялĕнче ҫуралнӑ. Тракри вӑтам шкулта, Бакури зенитлă çар училищинче вĕреннĕ. Тăван ҫĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Сталин ячĕллĕ колхоз бригадирĕнче, районти культура çурчĕн директорĕнче, культура пайĕн инспекторĕнче, КПСС райкомĕн пропагандисчĕнче, парткабинет заведующийĕнче, районти "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче, районти халăх контроль комитечĕн председателĕнче тӑрӑшнӑ. Редакторта ĕçленĕ тапхăрта партин тĕп комитечĕ çумĕнчи аслă шкултан (журналистика специальноçĕпе) вĕренсе тухнă.
Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (2000).
Сӑввисем республикӑри хаҫат-журналсенче тата райхаҫатра пичетленнĕ. «Атте-анне пилленĕ ен» (1997) кĕнеке авторĕ.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Павлов Г. Ырӑ ҫын сӑнарӗ / Г. Павлов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2004. – 25 ҫу.
Прокопьев И. Хисеплӗ ветеран / И. Прокопьев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2000. – 15 ҫурла.
Семенов Л. Хаҫатӑм, ҫамрӑклӑхӑм / Л Семенов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ) . – 1994. – 10 раштав.
Чураль И. Тӑван тавралӑх юрӑҫи / И. Чураль // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2010. – 30 чӳк.
Янгер Н. Тӑван ен юрӑҫине аса илсе / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ. – 2005. – 3 чӳк.

* * *

Семенов Лука Семенович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 73.