http://library.signasoftware.com/

СУПЕНККЕ ИЛЛИ (Соловьев) Илья Тихонович

sit.png1906 çулхи çурла уйăхěн 2-мěшěнче Çěньял Шетмě ялěнче çуралнӑ. Шупуçěнчи пуçламăш, Ишекри икě сыпăклă шкулсенче, Шупашкарти рабфакра, педагогика институтěнче вěренннě. Самарăри «Вăтам Атăл» журнал редакцинче, Мăн Шетмěри тулли мар, каярахпа вăтам шкулăн директорěнче тăрăшнӑ. 1942 ҫулта фронта кайнӑ. 1943 ҫулта ҫурла уйӑхĕн 19-мĕшĕнче Смоленск облаҫĕнче пĕр хаяр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.
Вăрçăччен йěплě шÿтсем çырса палăрнă çыравçă. Пурнăçри çитменлěхсене тăрăхласа питлекен калавӗсемпе фельетонӗсем республикӑри хаҫат-журналсенче пичетленнӗ. Паллăраххисем: «Велосипед», «Протест», «Йăваш çын» памфлетсем, «Цÿзмер» заметка, «Хальхи самана» тěрленчěк.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Улӑхсем В. Ҫыравҫӑ-педагога сума суса / В. Улӑхсем // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2006. – 3 юпа.
Васильев Н. Супенкке Иллине асӑнса / Н. Васильев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2006. – 31 юпа.

* * *

Соловьев Илья Тихонович // Константинов В. Кладезь здоровья и патриотизма / В. Константинов. – Чебоксары,2012. – С. 217.
Соловьев Илья Тихонович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 76.