http://library.signasoftware.com/

ТОЙМАК (Яковлев) Василий Яковлевич

tvy.jpg1911 ҫулхи ака уйӑхĕн 6-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Шупуҫ ялĕнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Ишекри сакӑр класлӑ шкулсенче, Шупашкарти садпа пахча-ҫимĕҫ техникумĕнче, Мускаври Я. М. Свердлов ячĕллĕ партин аслӑ шкулĕнче вĕреннĕ. «Канаш», «Коммунар» хаҫат редакцийӗсенче, «Коммунизм ялавĕ» хаҫат, «Капкӑн» журнал редакторĕ пулса тӑрӑшнӑ. «Правда» хаҫатӑн Чӑваш Республикинчи корреспонденчĕ, КПСС Чӑваш обкомĕн секретарĕ пулнӑ. 1978 ҫулта вилнĕ.
Малтанхи сӑввисемпе калавĕсем «Канаш» хаҫатпа «Капкӑн» журналта пичетленнĕ. Паллӑрах кĕнекисем: «Огрехи и помехи» (1972), «Кулма пĕлекен телейлĕ» (1975), «Мĕн вăл сатира?» (1976).

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Константинов В. Кам-ши вӑл Василий Тоймак? / Константинов В. // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ) . – 2001. – 6 ака.

* * *

Яковлев (Тоймак) Василий Яковлевич // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 92-93.
Яковлев Василий Яковлевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С.535-536.
Ялгир П. Тоймак Василий Яковлевич // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С.