http://library.signasoftware.com/

ТУСЛИ (Ефимов) Георгий Леонидович

tgl.png1947 ҫулхи утӑ уйӑхĕн 18-мĕшĕнче Пайсупин ялĕнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Упири вӑтам шкулсенче, Чул хулари партин Аслӑ шкулӗнче вĕреннĕ. Ялти клуб заведующийĕнче, «Красноармейский» совхозра партком секретарĕнче, районти ĕҫ тӑвакан комитетӑн культура пайĕн заведующийĕнче, «Ял пурнӑҫĕ» райхаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ.РФ тата ЧР журналисчĕсен союзĕн членĕ. Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (1994).
Тĕрленчĕкĕсемпе очеркĕсем, калавĕсемпе сӑввисем, республикӑри хаҫат-журналсенче тата райхаҫатра пичетленеҫҫĕ. Паллӑраххисем: «Ултутти» (1993), «Ватлӑхри чир» (1994), «Ҫатракассинелле утатпӑр» (1997). «Вĕсем райхаҫатра ҫунат сарнӑ», «Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тӑвалла» (2000), «Хаклӑ парнепе таврӑнчĕҫ» (2007), «Ҫĕр ҫул ытларах та…» (2009), «Ҫĕпĕр тĕрленчĕкĕсем» (2009) историллĕ очерксем тата ы. т.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Данилов В. Журналистикӑра – 26 ҫул / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2007. – 17 утӑ.
Егоров В. Ӳркенмен ӑста пулатех / В. Егоров // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1997. – 17 утӑ.
Листопад Ю. Журналист та, купӑсҫӑ та, платник те / Ю. Листопад // Хыпар. – 2007. – 18 утӑ.
Николаев Л. Ҫунат ҫапла сарчӗ / Л. Николаев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1997. – 17 утӑ.

* * *

Ефимов Георгий Леонидович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С.132-133.