1934 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикассинчи вӑтам шкулта, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ. Тӑван хуҫалӑхра трактористра, бригадирта, агрономра, «Герой» колхоз ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. 1997-2008 ҫулсенче Ф. М. Лукин музейӗн директорӗ пулнӑ. ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2003).
Сӑввисемпе тӗрленчӗкӗсем райхаҫатра пичетленеҫҫӗ. Кун ҫути курнӑ кӗнекисем: «Юхать юхан шыв», «Иртеҫ кунсем, иртеҫ ҫулсем…», «Савнӑ ялӑм, тӑван ял» (2009), «Манӑҫми ҫулсем» (2012).
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Алексеев О. Мухтанатпӑр санпа, Чӑваш Ен /О. Алексеев // Хыпар. – 2007. – 9 юпа.
Данилов В. «Юхать юханшыв» / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ. – 2007. – 19 юпа.
Данилов В. «Манӑҫми ҫулсем» / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2012. – 10 утӑ.
Михайлов В. Сӑвӑҫ чӗри вут-хӗмлӗн таптӑр / В. Михайлов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2004. – 29 юпа.
* * *
Матвеев Николай Матвеевич // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 53.