|
Хусан кĕпернин Етĕрне уесĕнчи Тӑхӑртакара (Красноармейски районĕ) ҫуралнӑ. Ҫуралнӑ ҫулĕ паллӑ мар. Учитель ĕҫне алла илнĕ. Элĕкри, Тĕрлемесри, Шĕнерпуҫӗнчи шкулсенче вĕрентнĕ. Пĕр вӑхӑт чиркӳ ĕҫĕнче тӑнӑ. 1914 ҫулта вилнĕ. И. Н. Золотницкий чĕлхеҫĕн тата В.К.Магницкий этнографӑн вĕренекенĕ пулнӑ. Вĕрентекенĕ сĕннипех 1874 ҫулта Хусанта «Жития св. Гурия, Варсонофия и Германа, с прибавлением сведений о мученике – инородце Авраамии» чӑваш фольклорĕн материалĕсене чылай пичетленĕ. «О судьбе мученика Авраамии, убитого в XIV веке в г. Болгар», «Пояснительные слова перед крещением» кĕнекесене чӑвашла куҫарнӑ. «Чухăн çын пурнăçĕ – хирти мулкач пурнăçĕ» сӑвӑ, «Чуваши Бичуринского прихода» очерк пичетленĕ.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Шетмӗ М. Григорий Филиппов. Кам пулнӑ вӑл? / М. Шетмӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2003. – 11 нарӑс.
* * *
Филиппов Григорий Филиппович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 57.
Создано : 06/07/2016 13:08
Обновлено : 06/07/2016 13:08
Категория :
Страница просмотрена 1108 раз
Предпросмотр печати
Версия для печати
|
|