http://library.signasoftware.com/

ХАРИТОНОВ Владимир Егорович

xvy.jpg1933 ҫулхи пуш уйӑхĕн 25-мĕшĕнче Пайсупин ялĕнче ҫуралнӑ. Упири вӑтам шкулта, Шупашкарти И. Я. Яковлев ячěллě педагогика институтĕнче, Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрӑмĕнче, Хусанти консерваторире вĕреннĕ. Ялти клубра, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, Чăвашрадиопа телевидени комитечĕн музыка хыпарĕсен редакторĕнче, Шупашкарти телестудин литературăпа музыка редакторĕнче тӑрӑшнӑ. 1990 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ.
СССР писателĕсен союзĕн членĕ (1974). ЧР культурӑн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ.
Ҫитĕннисемпе ачасем валли сăвăсем çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Поэтăн аллă ытла сăввине чăваш композиторĕсем юрра хывнă. Вăл хăй те сцена çинче чылай юрланă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Тав» (1968), «Шухăш» (1973), «Чун хавалĕ» (1978), «Туслăх çаврăмĕ» (1983), «Атăл енсем – телей çыннисем» (1990), ачасем валли «Тумлам» (1971), «Уҫланкӑра» (1981), «Раздумье» (1979), «Золотая пчелка» (1985).
«Ĕмĕтĕмĕр ҫитсе пынӑран» (1971), «Константин Иванов тата музыка» (1971), «Тулли кӑмӑлпа» (1975) очерксен кĕнекисене пичетленĕ.

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Егоров П. Асран кайми тӑванӑм / П. Егоров // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ) . – 1993. – 25 пуш.
Eгоров П. Ӗмӗр-ӗмӗр манми тӑванӑм / П. Eгоров // Хыпар. – 1998. – 12 авӑн.
Ершов Н. Пурӑнмаллаччӗ ун, пурӑнмаллаччӗ… / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1993. – 25 пуш.
Иванова И. Мал ӗмӗтпе пурӑнатчӗ… / И. Иванова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1993. – 25 пуш.
Пехил В. Сӑвӑҫ та, юрӑҫ / В. Пехил // Ялав. – 1983. – №3. – С.4.
Янгер Н. "Чун хӗлхемне упратпӑр ялкӑшма..." / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2013. – 21 ҫу.

** *

Родионов В. Г. Харитонов Владимир Eгорович / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4: Си-Я. – С. 384.
Трофимов Г. Ф. Харитонов Владимир Eгорович / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 437.
Харитонов Владимир Eгорович // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 463–464.
Харитонов Владимир Eгорович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 88.
Ялгир П. Харитонов Владимир Eгорович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 129.