http://library.signasoftware.com/

ШАЧКИН Константин Филиппович

chkf.png1934 ҫулхи кӑрлач уйӑхĕн 2-мĕшĕнче Чиркӳллĕ Именкасси ялĕнче ҫуралнӑ. Ялти ҫичĕ класлӑ шкулта, Ҫĕрпӳри ял хуҫалӑх техникумĕнче вĕреннĕ. Тӑван колхозра тĕп агрономра, колхоз председателĕнче, Республикӑри ҫĕр ĕҫне химизацилес енĕпе ĕҫлекен станцире, Красноармейски районĕнчи «Ял пурнӑҫĕ» хаҫатра ял хуҫалӑх пайĕн пуҫлӑхĕнче, Республикӑри ял хуҫалӑх сӑнав станцийӗнче тӑрӑшнӑ.
РФ Журналистсен тата Писательсен Союзĕн членĕ, ЧР хисеплĕ тавра пĕлÿçи, халăх ăсчахĕ, Э. Милли, М. Тинехпи тата Н. Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
Калавĕсемпе новеллисем, сӑввисемпе юррисем районти, республикӑри хаҫат-журналсенче пичетленеҫҫӗ. Вырӑсла та, чӑвашла та хайлать. Литературăри хушма ятсем: прозӑра - Филипп Федоров, Хĕлĕп Сунар, Хĕлĕп Янкурас; поэзире - Константин Филиппов. Паллăрах кĕнекисем: "Почта: вчера, сегодня..." (2000 ç.), "Чиркÿллĕ Именкасси. Ҫынсем. Ҫулсем…" (2001), "Хĕçпе мар — калемпе..." (2008), "Кун-çул иртет — ыр ят юлать" (2010), «Çăкасен те шăпа пĕр мар» (1992), «Çĕмĕрт ылханĕ» (1997), «Салам сана, ҫуралнӑ ял», «Тайга витĕр ҫул курӑнать», «От зари до зари» (1999), «Чӑвашсен малтанхи интеллигенчĕсем» (2000), «Чиркÿллĕ Именкасси шкулĕ» ( 2001), «Ан васка эс, вӑхӑт», «Иш, ывӑлӑм, и-иш...» (2006), «Родня» (1999), «Вот это класс…» (2009).

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Борисов Ю. Сӑнать, тӗпчет, ҫырать... / Ю. Борисов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2009. – 15 раштав.
Борисов Ю. Хӗҫпе мар - калемпе... / Ю. Борисов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ) . – 2009. – 3 ака.
Борисов Ю. Вӑрҫӑ ҫулӗсем манӑҫмаҫҫӗ / Ю. Борисов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2006. – 11 ҫурла.
Данилов В. Ял тӑрӑхӗн "чӗрӗ энциклопедийӗ" / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2013. – 23 ҫурла.
Данилов В. Тӑван ҫӗре юратса / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2014. – 10 кӑрлач.
Ершов Н. Ятлӑ-сумлӑ ветеран / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1998. – 1 кӑрлач.
Ершов Н. Вӑтӑр ҫул та иртрӗ унтанпа… / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1999. – 30 кӑрлач.
Ефимов Г. Хапӑлласах йышӑнӗҫ / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2012. – 13 кӑрлач.
Борисов Ю. Ҫыравҫӑн тепӗр кӗнеки / Ю. Борисов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2009. – 13 чӱк.
Иванов А. Пурнӑҫ пӗр тикӗс килмест / А. Иванов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1994. – 5 кӑрлач.
Михайлов В. "Чиркӳллӗ Именкасси шкулӗ" / В. Михайлов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2001. – 4 авӑн.* * *Шачкин Константин Филиппович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 90.Шачкин Константин Филиппович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С.516.Ялгир П. Шачкин Константин Филиппович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 141.