1911 çулхи ака уйӑхĕн 17-мĕшĕнче Именкасси ялĕнче çуралнă. Ялти колхоз ҫамрӑкĕсен шкулĕнче, Шупашкарти учительсем хатĕрлекен институтра вĕреннĕ. Тракри (Красноармейски), Именкассинчи шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ хыççăнхи çулсенче Именкассинчи вăтам шкулта, парти райкомĕн инструкторĕнче, çут ĕç пайĕн пуçлăхĕнче, колхоз председателĕнче тăрăшнă. 1967 çулхи çу уйӑхĕн 29-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче "Сунтал", "Трактор" , "Капкăн" журналсемпе "Канаш" хаçатра пичетленнĕ. "Паттăрсен юрри" сăвви 1940—80 çулсенче кĕçĕн классенче вĕренмелли кĕнекере пулнă.
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Ефимов Г. Ӑна эпир манар мар / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2006. – 3 ҫӗртме.
Шачкин К. Учитель. Сӑвӑҫ. Салтак… / К. Шачкин // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1997. – 29 ҫу.
Шачкин К. Эшкер Толекĕ (Анатолий Гурьев) çинчен / К. Шачкин // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1996. – 22 çĕртме.
* * *
Гурьев Анатолий Гурьевич // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 32.
Гурьев Анатолий Гурьевич // Шачкин К. Чиркӳллӗ Именкасси шкулӗ / К. Шачкин. – Шупашкар, 2001. – С. 56-57.