http://library.signasoftware.com/

ЮМАРТ (Трофимов) Геннадий Федорович

ygf.jpg1938 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Кайри Карăкра çуралнă. Красноармейскинчи вӑтам шкулта, Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Самар енчи чăваш шкулĕсенче учительте, Чăваш кĕнеке издательствинче корректорта, редакторта, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн литература пĕлĕвĕпе фольклористика пайĕнче ĕçленĕ.
СССР Писателĕсен союзĕн членĕ (1985), Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988), республикăри К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх (1988), Митта Ваçлей (1987), Н. Янкас (1998), П. Хусанкай (2002) ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
Чăваш литературин классикĕсен çырнисен пуххисене, совет тапхăрĕчченхи литература хрестоматине, чăваш халăх сăмахлăхĕн ултă томлă пуххине кăларма хутшăннă. Тĕпчевĕсем ăслăлăх кăларăмĕсенче чылай пичетленнĕ. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн издательствинче “Чăваш литература пĕлĕвĕн, куçару ĕçĕн тата фольклористика ыйтăвĕсем” кĕнеки вырăсла пичетленсе тухнӑ. Фольклористика енĕпе 50 яхăн ăслăлăх ĕçĕ çырнă. Ытти халăх поэзине куçарнă. Паллăрах кĕнекисем: «Тивĕç» (1969), «Курак тăманĕ» (1971), «Керменкке» (1979), «Тĕрек» (1983), «Кĕмĕл алтăр» (1988), «Родное гнездо», «Çул курăкĕ» (1993), «Тăван кĕтес» (1999), «Авалхи хавал» (2001), «Халал сăввисем» (2003), «Асаттесем» (2006), «А.С. Пушкин чӑвашла янӑрать».

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Данилов В. Ентешӗн тепӗр тӗпчев ӗҫӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2013. – 16 утӑ.
Данилов В. Самана ҫыравҫи / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2013. – 4 ҫӗртме.
Листопад Ю. Ун туртӑмӗ – пурнӑҫ йыхравӗ / Ю. Листопад // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1998. – 8 ҫу.
Родионов В. Поэт-куҫаруҫӑ / В. Родионов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2012. – 24 ҫурла.
Степанова О. Чĕре хĕлхемĕнчен чĕм илнĕ йĕркесем / О. Степанова // Тăван Атăл. – 1999. – № 9. – С. 53–54.
Чекушкин В. Тĕрек шыраса / В. Чекушкин // Тăван Атăл. – 1988. – № 5. – С. 62–66.
Юмарт Г. Ф. Сӑвӑҫ-тӗпчевҫӗн ҫӗнӗ ӗҫӗсем / Г. Ф. Юмарт; Ӑсан Уҫӑпӗ [калаҫнӑ] // Хыпар. – 2011. – 14 кӑрлач.
Янгер Н. Тивӗҫне тӗреклӗн туйса / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2008. – 13 ҫу.

* * *

Афанасьев П. Юмарт (Трофимов) Геннадий Федорович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 533–534.
Родионов В. Г. Юмарт (Трофимов) Геннадий Федорович / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4: Си-Я. – С. 693.
Тимуков А. Н. Юмарт (Трофимов) Геннадий Федорович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 509.
Трофимов (Юмарт) Геннадий Федорович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 82.
Трофимов (Юмарт) Геннадий Федорович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук: 1930–2005. – Чебоксары, 2005. – С.459.
Трофимов Геннадий Федорович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С.516.
Ялгир П. Юмарт Геннадий Федорович // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 129.