1933 çулхи ҫĕртме уйӑхĕн 29-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта виҫĕ класс пĕтернĕ. Малалла вĕренес ĕмĕте вӑрҫӑ татнӑ. Ачаллах тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Ҫамрӑклах кӑмака купалас ĕҫе кӳленнĕ. МТСра плугарьте, конюхра, выльӑх пӑхаканра, «Ял пурнӑҫĕ» райхаҫат корреспонденчĕ пулса тӑрӑшнӑ.
Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ (1990).
Сӑввисемпе калавĕсем, новеллисем республикӑри хаҫат-журналсенче тата райхаҫатра пичетленеҫҫĕ. Паллӑрах кĕнекисем: «Шуҫӑм ҫути» (1993), «Асамлӑ ҫӑлкуҫ» (2001).
Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:
Данилов В. Шетмӗ Михали: «Ман ҫын пулас килчӗ» / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2013. – 30 ака.
Григорьев Ю. «…Ман ят та юлӗ хамӑн халӑхра / Ю. Григорьев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1998. – 9 утӑ.
Ефимов Г. Чěрÿнте пултăр ěмěт-çунат / Г. Ефимов // Ял пурнăçě (Красноармейски р–нĕ). – 2008. – 8 утă.
Ефимов Г. Ял поэчӗ – Шетмӗ Михали / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2008. – 1 утӑ.
Шетмӗ Михали – 65 ҫулта // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1998. – 7 утӑ.
«Ял пурнӑҫӗн» хӑни – Шетмӗ Михали сӑвӑҫ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 1996. – 28 раштав.
Янгер Н. Шетмӗ Михалине чысларӗҫ / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нĕ). – 2003. – 11 утӑ.
* * *
Тимофеев Михаил Тимофеевич // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 80.