http://library.signasoftware.com/

АЛЕКСАНДРОВ Дмитрий Александрович

ada.png     1932 ҫулхи чӳк уйӑхĕн 20-мĕшĕнче Нимӗчкасси ялĕнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Супарти ҫичĕ класлӑ шкулсенче, Ҫĕрпӳри ял хуҫалӑх техникумĕнче, Мускаври ĕҫлевпе социаллӑ хутшӑнусен академийӗнче вĕреннĕ. 1951-56 ҫулсенче Хура тинĕс флотĕнче хĕсметре тӑнӑ. Районти «Гигант» хуҫалӑхра, Алманч ял совет ĕҫтӑвком председатĕлĕнче, колхозри партком секретарĕнче вӑй хунӑ.
    ЧР тата РФ Писателĕсен союзĕсен, ҫапӑҫупа тинĕс ҫинчен ҫыракан писательсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн членĕ, Чӑваш халӑх академикĕ, Н. Янкас премийĕн лауреачĕ (1995).
    Тӑван тӑрӑх историйĕпе кӑсӑкланать. Унӑн паллӑрах кĕнекисем: «Асӑну кĕнеки». 1 пайĕ (1990), «Вĕсем тӑван ҫĕр-шывшӑн ҫапӑҫнӑ», «Асӑну кĕнеки». 2 пайĕ (1994), «Ылханлӑ вӑрҫӑ вӑхӑтĕнче» (1995), «Алманч ялĕсен историйĕ» (1995), «Тинĕсри чикĕсен хуралĕнче», «Тинĕс мухтавĕн палӑкĕсем», «Тӑван ҫĕр-шывшӑн» (1998), «Салтак шӑпи» (1999), «Алманч ялĕсен историйĕ». 2 кĕнеке, «Новороссийск» линкор путни» (2000), «Балти тинĕсĕн хумĕсем ҫинче» (2001), «Алманч ялĕсен историйĕ». 3 кĕнеке (2002), «Алманч ялĕсен историйĕ». 4 кĕнеке (2003).

Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен:

Тусли Г. Нимӗчкассинчи матрос / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2006. – 24 юпа.
* * *
Александров Дмитрий Александрович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 12-13.