http://library.signasoftware.com/

Полина Владимирова Кедр

Кедр! Кедр! Симӗс тусӑм,
Ыталатӑп сана чунӑм!
Ешеретӗн ҫирӗм ҫул -
Нумайрах пирнпе эс пул!
Сана лартрӑм мӑшӑрпа,
Ачасемпе, пур кӑмӑлпа...
Ӳстӗр,- терӗмӗр, - патвар,
Пирӗн йӑха пӗтме ан пар!
Тинкерсе пӑхатӑп кантӑкран-
Хӗвел пек ҫиҫетӗн катаран...
Лӑссупа ман хуйӑха эс сир!
Пурӑнатӑп-ха эп, тусӑм, ырӑ ир!
Ҫупӑрлатӑп...Ашшӑн калаҫатӑп,
Симӗс йӗппӱне чунтан шӑлатӑп.
Сан ҫумна йӑвашшӑн сӗртӗнетӗп,
Эс илтен мана — пӗлетӗп...
Ӳс, ҫӗклен! Мӑйӑр ҫурат!
Ӳстӗр пирӗн те ҫунат!
Мӑнуксене эс савӑнтар,
Пирӗн йӑха пӗтме ан пар!