Саввипе кевви Валентина Рудникован
1.Ҫӗпӗр — кедрсен ҫӗршывӗ,- Сывлӑш уҫӑ та таса. Курнать тӗпе юханшывӗн Чӑн юмах кунта, асам.
Хушса юрламалли: Кедр пултӑр — чун кӑварӗ, Юр юрлар-и ун ҫинчен! Чӑвашра та пархатарӗ Куҫса пытар ӗмӗртен!
2. Вӑштар ҫилпеле выляччӑр Тетте евӗр йӗкелсем. Кӗр ҫитсен пире йӑпатчӑр Ҫу сӗткенлӗ мӑйӑрсем.
3. Сипленер-ха чир-чӗртен те- Кедр тухтӑр вырӑнне Пур пек вирус тар чӗтретӗр, Уҫҫӑн сывлӗ Ҫӗр-анне.
4. Кар тӑрса пӗрле ӗҫлер-и,- Кедр лартӑр кашласа! Ҫӗршыва ҫуле ҫӗклер-и Туслӑхра ҫунат хушса!
Создано : 12/09/2017 09:30
Обновлено : 12/09/2017 09:30
Категория :
Страница просмотрена 749 раз
Предпросмотр печати
Версия для печати
|