http://library.signasoftware.com/

Валентина Рудникова. Чӑвашра та устӗр кедр!

Саввипе кевви Валентина Рудникован

1.Ҫӗпӗр — кедрсен ҫӗршывӗ,-
Сывлӑш уҫӑ та таса.
Курнать тӗпе юханшывӗн
Чӑн юмах кунта, асам.

Хушса юрламалли:
Кедр пултӑр — чун кӑварӗ,
Юр юрлар-и ун ҫинчен!
Чӑвашра та пархатарӗ
Куҫса пытар ӗмӗртен!

2. Вӑштар ҫилпеле выляччӑр
Тетте евӗр йӗкелсем.
Кӗр ҫитсен пире йӑпатчӑр
Ҫу сӗткенлӗ мӑйӑрсем.

3. Сипленер-ха чир-чӗртен те-
Кедр тухтӑр вырӑнне
Пур пек вирус тар чӗтретӗр,
Уҫҫӑн сывлӗ Ҫӗр-анне.

4. Кар тӑрса пӗрле ӗҫлер-и,-
Кедр лартӑр кашласа!
Ҫӗршыва ҫуле ҫӗклер-и
Туслӑхра ҫунат хушса!