http://library.signasoftware.com/
Зинаида Викторова. Кедр йывӑҫҫи
Сӑввипе кӗвви Зинаида Викторовӑн
Кедр - чи илемлӗ йывӑҫ,
Раҫҫейри чи пуянлӑх тупра.
Ун пуянлӗхӗ – тутлӑ ҫимӗҫ
Сарӑлса ҫитӗнет анӑҫра.
Кедр - чи тӱсӗмлӗ йывӑҫ,
Ҫӗпӗрте, Уралта ҫитӗнет.
Ун пуянлӗхӗ - тутлӑ ҫимӗҫ
Тӗнчери халӑха хумхатать.
Чӱрече умне ман лартасччӗ
Ҫак илемлӗ, кедр йывӑҫне
ӱснине курса савӑнасчӗ,
Ҫиесчӗ ун тутлӑ мӑйрине.
Кедр – пархатарлӑ, хӑватлӑ йывӑҫ,
Тӗшшине салатать тӗнчипе.
Унпа мухтанать пӗтӗм халӑх
Тивӗҫех вӑл – Раҫҫей символне!