1. Кедр- иксӗлми пуянлӑх Ҫак Раҫҫей ҫӗршывӗнче... Вӑл пур чух — пурах пуласлӑх: Ӳстӗр кашнин килӗнче!
Хушса юрламалли: Хамӑр ӗҫпе киленетпӗр - Вӑрман ҫитӗнӗ Траксен... Симӗслентӗр, илемлентӗр Кедр тӑрӑхӗ — Трак ен!
2. Кедр тураттисем йӗплӗ, Ӗмӗрех ешӗл тумра... Ҫӗпӗр йывӑҫҫи вӑл — сиплӗ, Ҫынсемшӗн - чӑн-чӑн тупра!
Хушса юрламалли:
3. Кедр пирӗншӗн — манаҫлӑх, Савӑнатпӑр унпала... Вӑл пулсан — хаваслӑ халӑх, Пурнӑҫ ҫапла пулмалла!
Создано : 12/09/2017 09:42
Обновлено : 12/09/2017 09:42
Категория :
Страница просмотрена 665 раз
Предпросмотр печати
Версия для печати
|