http://library.signasoftware.com/
Николай Ершов. Кедр тӑрӑхӗ - Трак ен
1. Кедр- иксӗлми пуянлӑх
Ҫак Раҫҫей ҫӗршывӗнче...
Вӑл пур чух — пурах пуласлӑх:
Ӳстӗр кашнин килӗнче!
Хушса юрламалли:
Хамӑр ӗҫпе киленетпӗр -
Вӑрман ҫитӗнӗ Траксен...
Симӗслентӗр, илемлентӗр
Кедр тӑрӑхӗ — Трак ен!
2. Кедр тураттисем йӗплӗ,
Ӗмӗрех ешӗл тумра...
Ҫӗпӗр йывӑҫҫи вӑл — сиплӗ,
Ҫынсемшӗн - чӑн-чӑн тупра!
Хушса юрламалли:
3. Кедр пирӗншӗн — манаҫлӑх,
Савӑнатпӑр унпала...
Вӑл пулсан — хаваслӑ халӑх,
Пурнӑҫ ҫапла пулмалла!